АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта вăй хумасăр пулмасть (Сельское хозяйство)

13 августа 2010 г.

Кăçалхи шăрăх мĕн пур культурăна кирлĕ пек çитĕнме паманни, çавăнпа тухăç пĕчĕк пулни паллă ĕнтĕ. Пурне те нÿрĕк кирлĕ, унсăр пурнăç çук. Çапах та мĕн çитĕннине пухса кĕртмеллех: тăкаксем пур чухне те экономика тĕлĕшĕнчен саплашăнмасан та уйри пур пек пурлăха тунара хăварас çук.
Çак тивĕçе пурнăçлаççĕ хальхи вăхăтра “Новый путь” ял хуçалăх производство кооперативĕнчи çĕр ĕçлекенсем. Анчах кунта çурла ĕçĕн калăпăшĕ е, тĕрĕсрех каласан, комбайнсемпе тырă вырса пухмалли сахалах марччĕ-ха.
“Новый путьре” комбайнсемпе виçĕ Ермолаев – Владимир, Евгений, Виталий, Михаил Моисеев тата Александр Сергеев ывăлĕпе Вячеславпа тырă çапса тĕшĕлеççĕ. Икĕ комбайнĕ урпа вырса çапать пулсан, пĕри – кĕрхи ыраш. Чăн та, вĕсем мĕнле ĕçленине курма май килмерĕ, мĕншĕн тесен эпĕ унта пулнă кун комбайнерсем кăнтăрлахи апат хыççăн тин уя тухма хатĕрленетчĕç. Унччен “уй-хир карапĕсене” пăхса ячĕç, вĕртерчĕç, сĕрмеллине сĕрчĕç, тÿрлетрĕç. Комбайнсем çапса илекен тырра йĕтеме Андрей Гурьев МТЗ–82 тракторпа тата прицеппа турттарса тăнине каларĕ. Вăлах комбайнсем хыççăн Валерий Андреев рулонласа пыракан улăма та турттарса ĕлкĕрет иккен. Рулонĕсене йĕплĕ механизм пулăшнипе хăех тиет.
Тенеяльсем кăçал ферма выльăхĕсем валли сенаж хатĕрлеймен. Ăна валли акнă тырăсен хутăшĕ халĕ пулса кайнă, çавăнпа ăна урпа хыççăн фуражлăх çапса илме палăртаççĕ.
Уйран кĕнĕ тырра Олег Анисимов виçевçĕ шута илсе пырать. Анчах, маларах асăнтăмăр ĕнтĕ, кăçал тыррăн тухăçĕ пĕчĕк. Çапах та ял ĕçченĕсем шанăçа çухатмаççĕ, ĕçлеççĕ. Йĕтемре тырра Валентина Ильинапа Светлана Григорьева ĕçлесе тирпейлеççĕ. Петкус сортировка патĕнче, тырра вăрлăхлăх кăларса кĕлете кĕртнĕ çĕрте, Владимир Ильин, Сергей Данилов, Александр Григорьев, Николай Шоглев çамрăксем тăрăшаççĕ. Вăрлăха кĕлете Александр Егоров Т–25 тракторпа тата тележкăпа турттарса тăрать. Пурлăх шута юратать. Çавăнпа вăрлăха виçсе кĕртеççĕ кĕлете. Сортировкăсене Григорий Бадеряков ĕçлеттернине каларĕç. Вăлах Кĕтнерен уçласа ферма ĕнисене шывпа та тивĕçтерет-мĕн.
Кăнтăрлахи апат вăхăчĕ çынсене столовăй патне пуçтарчĕ. Фермăран та Петр Андреев слесарь-операторпа Эдуард Дмитриев хуралçă çитрĕç. Фермăра хуралта унччен çĕр ĕçĕнче пулнă Валентин Дмитриев тăратчĕ. “Чун чăтмасть, уя тухас килет”, – тетчĕ вăл, агрегатсем ферма çывăхĕнчи уя ÿксен. Вăл çулталăк каяллах çĕре кĕнĕ иккен. Тăпри çăмăл пултăр унăн.
Кăнтăрлахи апата Тамара Гурьева бригадир пĕçерсе хатĕрленĕ. Паян-ыран повар пуçăнать терĕç ку ĕçе. Бригадирăн, паллах, хăйĕн тивĕçĕсем пур.
Светлана Гурьева – пыл хуçи, приходлать çак паха продукта, сутать. Кăçал, çанталăкне кура, таварлăх пыл иртнĕ çулхисенчен чылай сахалрах уçласа илнĕ. Хурт-хăмăр ăстинче, хуçалăхра, халичченхи пекех, Александр Петров тăрăшать. Пылĕ сахалрах та, хакĕ пысăкрах. Çавăн пек вăл ку чухнехи пасар пурнăçĕнче. Мĕн чухлĕ сахалрах, çавăн чухлĕ пахарах та хаклăрах.
Ферма çывăхĕнче рулонсем упранаççĕ. Ĕнесем çу кунĕнче, паллах ĕнтĕ, кĕтÿре. Шел, курăкĕ ытлă-çитлĕ çук. Ку шăрăхра Кĕтне юхан шывĕ хĕрринчи Тенеяль улăхĕ те сарăхнă. Çавăнпа продукцие ÿстерсе пыма питĕ хĕн. Апатран, унăн хисепĕпе пахалăхĕнчен нумай килет-çке ĕнесем сĕт мĕн чухлĕ антарасси. Телевиденипе кăтартакан рекламăсенче кăна ялти çăра хăйма, тин сунă ăшă сĕт çăвара хăй тĕллĕн кĕнĕ пек. Чăннипе вара ял çыннин уншăн çичĕ хут тар кăларма тивет.
Çапах та, маларах асăнтăм ĕнтĕ, пуç усмаççĕ ял ĕçченĕсем. Уттине, овсюглă пулсан та, Йăнтăрчă уйĕнче те хатĕрленĕ. Хăйсен люцернăран 40 рулон пухăннине каларĕç. Улăма пухса рулонлаççĕ халь. Сахал-и, нумай-и – фуражлăх тырă та пулĕ. Выльăхсене тĕрĕс-тĕкел хĕл каçарма тăрăшĕç. Урăхла мĕнле пултăр.
Çитес çулхи тухăçшăн тимлесе, кĕр тыррисем те акса хăварĕç. Чăн та, хальлĕхе çĕрне хатĕрлейменччĕ-ха.
Ялта, уйрăмах кăçалхи пек условисенче, йывăрлăх нумай. Çапах та ял ĕçченĕсем вĕсене çĕнтерсе пыма вăй хураççĕ. Çак тĕллевпе уйра мĕн çитĕннине вăраха ямасăр пухса илни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика