13 августа 2010 г.
Августăн 9–19-мĕшĕсенче район территорийĕнче “Çуртри, подъездри, хваттерти хăрушсăрлăх” комплекслă профилактика операцийĕ пырать. Вăл пурăнмалли секторта граждансен харпăрлăхне упрассине лайăхлатас, преступленисем пулассине сирсе ярас тĕллевсемпе çыхăннă. Шел пулин те, хальлĕхе хваттерсене, çуртсене çаратнă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ-ха. Техника ĕмĕрĕнче уйрăм çуртсене, хваттерсене, гаражсене ведомство тулашĕнчи хуралпа, сигнализаци хатĕрĕсемпе тивĕçтермелли майсем пур. Пурăнмалли сектора преступниксенчен шанчăклă хÿтĕленме ятарлă программа хатĕрлесе çирĕплетнĕ. Сигнализацие карас телефон çыхăнăвĕн каналĕ çине те кĕртеççĕ.
Пурлăха хÿтĕлес ыйтусемпе граждансем Шупашкар хулин ведомство тулашĕнчи хурал пайĕнчен 51–25–25, 51–23–69, 50–01–02 телефон номерĕсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултараççĕ. Ку пай çак адреспа вырнаçнă: 428031, г.Чебоксары, ул. “324 Стрелковой Дивизии”, д.30.
Е Раççей ШĔМĕн Чăваш Республикинчи “Хурал” ФГУП филиалĕ. Ăна çак адреспа тупмалла: 428003, г.Чебоксары, ул. Энгельса, 9а. Тел. 38352" 62–03–95, 62–40–35.