АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрсем, пирус ан туртăр (Здравоохранение)

13 августа 2010 г.

Асфальтлă çул хĕрринче тăратăп пĕррехинче, автобус кĕтетĕп. Самантран çăмăл автомашина иртсе кайрĕ. Руль умĕнче – эпĕ палланă хĕр. Шел, автомашинăпа пырать пулин те, пирус мăкăрлантарать чиперкке. Çакнашкал киревсĕр йăла каччă е арçын водительсен те çук мар. Автомашинăна чариччен те пулин чăтаймаççĕ-ши пирусçăсем. Никотин пуçа минретнисĕр пуçне, тимлĕхе те чакарать-çке. Руль умĕнчисем çавнашкал “ашкăнса” пынипе те пулаççĕ ĕнтĕ çул çинчи инкексем.
Кунсăр пуçне тата хĕрсен ача амăшĕ пулмалла-çке малашлăхра. Çамрăк чухнех пирус туртса организма сиен кÿрсе хăварсан, кайран сирĕн сывă ача çуралмасан та пултарать. Е амăшĕн телейне пачах кураймĕç пирус туртакан пикесем. Çав йытă çимен япалана çăвара хыпиччен канфет тутанăр. Пирус туртсан ыттисенчен чаплăрах, аслăрах курăнатпăр, тесе шутлаççĕ хĕрсем. Йăнăшатăр, никотинпа туслашса кунсерен сывлăша сĕрĕмлесе эсир хăвăрăн илеме кăна пĕтеретĕр. Шухăшласа пăхăр çакăн пирки, пулас ача амăшĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика