13 августа 2010 г.
Эпир, Кивĕ Пуянкассинчи Чапаев, Горький, Соловьев ячĕллĕ урамсенче пурăнакансем, нумаях пулмасть тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе хавхаланса ĕçлерĕмĕр. Аслă çăл йĕри-тавра та тасатрăмăр.
Валерий Иванович Ильин хăйĕн тракторĕпе ăпăр-тапăра пуçтарса тăчĕ. Икĕ уйăхра пĕр хутчен ирттернĕ-ха эпир халиччен çакнашкал субботниксене. Ку хутĕнче вара тĕплĕ тасатрăмăр хамăр урамсене.