АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Дизентерипе чирлес мар тесен (Здравоохранение)

10 августа 2010 г.

Бактериллĕ дизентери е шигеллез – тăтăшах тĕл пулакан пыршăлăх инфекцийĕ. Ăна дизентери бактерийĕсем е шигеллăсем пуçараççĕ. Тăватă йышши шигелла паллă, Чăваш Республикинче вара, тĕпрен илсен, Зонне шигеллине тата Флекспер шигеллине регистрацилеççĕ. Зонне тата Флекспер – вĕсене тупса палăртнă ученăйсем, çавăнпа вĕсен ятне панă та.
Чир çулла тата кĕр пуçламăшĕнче уйрăмах ытларах сарăлать, ку вăхăтсенче дизентери бактерийĕсене ĕрчеме лайăх температура условийĕсем пулса тăраççĕ Çу мĕн чухлĕ ăшăрах, çынсем те дизентерипе çавăн чухлĕ тăтăшрах чирлеме пултараççĕ.
Дизентери – çын чирĕ, выльăхсем унпа чирлемеççĕ. Унпа чирлĕ çынран кăна е инфекцие паллăсăр илсе çÿрекенрен сиенленеççĕ.
Тĕрлĕ йышши шигеллăсем хăйсене тĕрлĕрен кăтартаççĕ. Çапла, тĕслĕхрен, Флекспер шигелли пысăк вирулентлă е, урăхла каласан, хаяр та активлă, çавăнпа организма питĕ сахал бактери лексен те чир пуçланма пултарать. Зонне шигеллăсен вирулентлăхĕ ун пекех хăрушă мар, çитĕннĕ çынсем ку йышши шигеллăсен пысăк мар дозипе çăмăллăн е симптомсемсĕр чирлесе ирттереççĕ, медицина пулăшăвĕ илме те тăрăшмаççĕ. Çавăнпа пурнăçра лайăх палăрнă пĕр шигеллез пуçне çăмăллăн, паллăсемсĕр иртекен темиçе тĕслĕх те тивет.
Зонне шигеллăсен уйăрса тăракан паллăлăхĕ шутне вĕсем хăйсене тавралăхра упраса усрама пултарни. Вĕсем антибиотиксене тата дезинфекци хатĕрĕсене тÿсĕмлĕ. Сĕт продукчĕсенче (хăймара, тăпăрчăра, кефирта) лайăх аталанаççĕ. Шутлă сехетсенчех Зонне дизентери бактерийĕсем пысăк инфекци дозисем пулса тăраççĕ, вĕсем массăллă “сĕт” эпидемийĕсем, ачасем çеç мар, аслисем те апатпа йывăррăн сиенленесси патне çитереççĕ.
Шкулсемпе ача сачĕсенче ачасем хăймапа панă пахча-çимĕç салачĕ, тăпăрчă запеканки, сĕтпе çĕр улми нимĕрĕ, тăпăрчă пудингĕ, чĕрĕ тата типĕтнĕ улма-çырла компочĕ урлă сиенленеççĕ. Асăннă çимĕçсене инфекци апат-çимĕç блокĕнче ĕçлекен дизентерипе чирлĕ е шигеллăсем илсе çÿрекен çынсен таса мар аллисем урлă ереççĕ.
Флекспер шигеллăсемпе, тĕпрен илсен, шыв урлă сиенленеççĕ, уйрăмах шывпа тивĕçтересси начар пулса пыракан ялсенче: шыв кивĕ сетьсем тăрăх пыни, пăрăхсенче шыв пусăмĕ пĕчĕк пулни, шыв тикĕс пырса тăманни, çав вăхăтра вараланни. Çавăнпа та йывăр дизентерипе, ытти пыршăлăх инфекцийĕпе чирлесрен сыхланса кранран юхакан шыва вĕретсе кăна ĕçмелле. Ăнсăртран тĕл пулакан вырăнсенчи, таса мар çăлкуçсемпе тарасасенчи шыва вĕретмесĕр ĕçме юрамасть.
Çакна та манмалла мар: çивĕч пыршăлăх чирĕсене пуçаракан бактерисем килте пĕр-пĕринпе хутшăннипе те лекме пултараççĕ. Çавăнпа алăсене тăтăшах супăньпе çума ан ÿркенĕр, уйрăмах туалетра пулнă, урамран кĕнĕ хыççăн тата апат çиес умĕн. Пирваях ку вăл апат-çимĕç промышленноçĕн предприятийĕсенче, столовăйсенче, кафесемпе буфетсенче, ача-пăча учрежденийĕсенчи апат-çимĕç блокĕсенче ĕçлекенсене пырса тивет.
Уйрăмах улма-çырлана, пахчаçимĕçе юхса тăракан шывпа тĕплĕ çума тăрăшăр, хăвăрт пăсăлакан продуктсене холодильниксенче упрăр.
Апат-çимĕç продукчĕсене вĕрилесе хатĕрлеме май килмен чухне вĕсене уйрăмах урамра тата пасарта сутакансенчен туянма сĕнмеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика