АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Автобус” профилактика операцийĕ (Правопорядок)

10 августа 2010 г.

Республикăра автобуссен паркĕ пĕчĕк мар, çавăнпа тимлĕхĕ те çавнашкал пулма кирлĕ. Вĕсемпе пассажирсем турттарнине те шута илсен, автобуссем ялан юсавлă та шанчăклă, усă курма хăрушлăхсăр пулни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен водителĕсем те асăннă транспорт хатĕрĕпе ĕçлеме тивĕçлĕ категори илнĕ яваплă специалистсем пулмалла.
Апла пулин те, 2010 çулхи 6 уйăхра Чăваш Республикин территорийĕнче автобус водителĕсен айăпĕпе кăна 28 çул-йĕрпе транспорт инкекĕ пулнине регистрациленĕ, 38 çын сусăрланнă.
Çул-йĕр куçăмне тĕрĕсленĕ чухне çур çул хушшинче пассажирсем турттаракан автотранспорт водителĕсем çул-йĕр куçăмĕн правилисене пăснă 4110 тĕслĕхе тупса палăртнă. Пурлăха тăкак кÿнипе çыхăннă 209 тĕслĕх пулнă.
Çапла вара 2010 çулхи августăн 2–12-мĕшĕсенче “Автобус” профилактика операцийĕ ирттерме йышăнни автобуссемпе усă курассине малалла лайăхлатма, автотранспорт предприятийĕсенчи должноçри çынсем тата индивидуаллă предпринимательсем нормативлă право акчĕсен требованийĕсене, водительсем çул-йĕрпе транспорт правилисене пăсассине тата ытти нумай çитменлĕхе асăрхаттарма та сирсе яма май парĕ. Автобуссемпе тĕлсĕр усă курни, хуласем хушшинче пассажирсем турттаракан автобуссен ларкăчĕсен хăрушсăрлăх ременĕсем пулмалли, çуллахи вăхăтра “шкул автобусĕсемпе” епле усă курни, автобуссем хăрушсăрлăх требованийĕсене тивĕçтерни тата ытти те тимлĕхре тăмалла, “Автобус” операци профилактика тĕлĕшпе çитменлĕхсене пĕтерсе пыма пысăк витĕм кÿмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика