10 августа 2010 г.
Çĕр ĕçлекенсем кĕçех кĕрхи тĕш тырă культурисене акса хăварма тытăнĕç, вăхăт çитсех пырать. Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн кĕрхи тулă та, ыраш вăрлăхĕ те çителĕклĕ. Пĕлтĕртен пыракан вăрлăх та, кăçал çапса илни те пур. Пахалăхĕ лайăх. “Шимкусский” ЯХПКн кĕрхи ыраш, Николаев ХФХн кĕрхи туллăн элита вăрлăхĕ пур. Вĕсене тĕрĕслеттернĕ.
“Акконд–агро фирма” обществăн кĕр тыррисем ăнăçлă хĕл каçаймарĕç. Çавăнпа вăрлăхсене туянма тивет. Аккондçăсем кĕрхи туллăн Калина сортне 20 тонна туяннă, элита. Ытларах акма, паллах, вăрлăхĕ те нумайрах кирлĕ пулать.