АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье – общество тĕрекĕ (Общество)

10 августа 2010 г.

Петрав хыççăн районта кашни шăмат кун 6–7 туй пычĕ. Паянхи куна районта 42 çамрăк çемье чăмăртанчĕ, çав шутра июльте кăна – 16. Каччăсем ытларах 25–34 çула çитсен мăшăрланаççĕ пулсан, хĕрсем 18–24 çулта качча тухаççĕ (танлаштарма: ĕлĕк ашшĕ-амăшĕ ывăлĕсене хăйсенчен 1-2 çул та пулин аслăрах хĕр илсе пама тăрăшнă. Тен, мăшăрлану, çемье ыйтăвĕ çине хресчен, çĕр çынни куçĕпе пăхнă. Çĕр ĕçĕ çăмăл пулман, çавăнпа та организмĕ çирĕпленсе çитнĕ патвар кин кирлĕ пулнă хуçалăхра).
Типĕ вăхăтĕнче туйсем пулманпа пĕрех. Акă çак эрнерен Успени типпи пуçланать (14-мĕшĕнчен), августăн 28-мĕшĕччен пырать. Типĕ умĕн иртнĕ шăмат кун икĕ туй пулчĕ. Кивĕ Пуянкасси каччи Алексей Максимовпа Нăрваш хĕрĕ Татьяна Иванова мăшăрланчĕç. Алексей Владимирович “Акконд–агро фирмăра” тĕп зоотехникра тăрăшать, ĕçленĕ хушăрах заочнăй йĕркепе Чăваш ял хуçалăх академийĕнче вĕренет. Татьяна Петровна Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчи ветеринари уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă, пулас мăшăрĕ пекех “Акконд–агрора” ĕçлет.
Вăтаяль каччи Руслан Павлов Вăрнар районĕн хĕрне Татьяна Фадеевана куç хывнă. Çамрăк мăшăрсене çемье пурнăçĕнчи яваплă самантпа ЗАГС представителĕсем, ĕçтешĕсемпе тăванĕсем ăшшăн саламларĕç, парнесем пачĕç, юратупа телей сунчĕç.
Туйсем малалла та пулĕç. Успени типпи хыççăнах тепĕр 6 пулас çамрăк мăшăр çемье чăмăртама заявлени панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика