АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăтăр çул ытла çыхăну ĕçĕнче (Связь)

10 августа 2010 г.

Тĕмерте Елизавета Зайцевана лайăх пĕлеççĕ. 32 çул почтальонкăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ вăл.
Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн тантăшĕсемпе пĕрле Ивановăри пир-авăр фабрикине çул тытнă вăл. Ял хĕрĕсенчен хăш-пĕрисем çемье çавăрса унтах пурăнма юлнă. Тăван еншĕн тунсăхланă хĕр Шупашкара таврăнса кунти пир-авăр комбинатне вырнаçнă. Лайăх ĕçлекенсен хушшинче пулнă. Çемье пурнăçĕ часах яла илсе çитернĕ Елизаветăна. Вăхăтлăха сĕт-çу фермине дояркăна ĕçлеме вырнаçнă вăл. Хăйсенчен инçех мар пурăнакан Антонина Манишева почтальонка пенсие тухсан ун вырăнне юлнă та 2010 çулччен пĕр улшăнмасăр çак ĕçре тăрăшнă.
Почтальона кашни килтех кĕтеççĕ. Пĕрисем çывăх çыннисенчен хыпар пĕлесшĕн, çĕнĕ хаçат-журнал вуласшăн, теприсен пенси укçи илме вăхăт çитнĕ. Тухса çÿрейменнисем çыхăну ĕçченĕ урлă куллен кирлĕ тавар та туянма пултарнă. Елизавета Васильевнан калаçăвĕ çыпăçуллă. Ваттипе те, вĕттипе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет.
Çырăнтару тапхăрĕ çитсен канăçне çухататчĕ вара хастар хĕрарăм. Районта тухса тăракан “Ял ĕçченне” Тĕмерти çыхăну уйрăмĕнчи почтальонкăсем хушшинче пуринчен нумай сараканниччĕ. Уншăн Е.Зайцева редакцин Хисеп грамотине те тивĕçнĕччĕ.
Вăтăр икĕ çул хушшинче ял урамĕсемпе миçе çухрăм утман-ши. Шутласа та кăларас çук пулĕ. Мĕн чухлĕ ырă сăмах илтмен-ши ял халăхĕнчен. Тата миçе çамрăка ĕç вăрттăнлăхĕсене вĕрентмен-ши. “Пирĕн ĕçри анне”,– тенĕччĕ ĕçтешĕсем ăна чун-чĕререн хисепленине палăртса.
Тинтерех кăна çыхăну уйрăмĕ ăшă та хăтлă пÿлĕме куçнă. Унччен вара сивĕ çанталăкра хутман çĕрте ĕçлени Елизавета Васильевнан сывлăхне те самаях хавшатнă. Тăтăшах чирлекен пулнă. Çавăнпа кăçал тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн юратнă ĕçĕпе сывпуллашма шутланă вăл. “Çамрăксем ĕçлеччĕр”,– тенĕччĕ тĕл пулнă чух.
Вăрăм ĕмĕр, иксĕлми вăй-хал, ырлăх-сывлăх сунас килет çыхăну ĕçĕн ветеранне.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика