10 августа 2010 г.
Уйра симĕс курăк юлманпа пĕрех ĕнтĕ. Вăраха пынă шăрăхсем ăна йăлт шурăхтарса ĕнтсе ячĕç. Апла пулин те ĕнесенчен сĕт сăвасси, иртнĕ çулхи çав тапхăрпа танлаштарсан, районта ытлашшиех анса ларман. Çакă выльăхсене вырăнти майсемпе туллин усă курса, рациона йĕркелесе пынинчен те килнĕ. Паянхи куна чи пысăк кăтарту Грачев фермер-хуçалăхĕн. Çулталăк пуçланнăранпа кунта кашни ĕнерен 4643 килограмм сĕт суса илнĕ. Б.Алексеев, Л.Канясев, С.Хумышев хресчен хуçалăхĕсенче те сăвăма чакарман. “Красная Чувашия”, Ленин ячĕллĕ, “Шимкусский”, “Новый путь” ЯХПКсемпе “Можарский”, “Победа” ОООсем те та сăвăма ÿстерме пултарчĕç. “Акконд–агро фирма” общество пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне кашни ĕнерен 3827 кг сĕт сунă пулнă (чи пысăк кăтарту). Кăçал вара çавăн чухлĕ выльăха тăрантарма ытла та кансĕр, çавăнпа та “Акконд–агрон” хальхи кăтартăвĕ 3373 кг-па танлашать. Анчах ку та аван кăтарту.