АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тасатасси çинчен те манмалла маар (Общество, экология)

06 августа 2010 г.

Эль кÿлли – районти чи хитре вырăнсенчен пĕри. Çут çанталăк палăкне ахальтен мар Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ. Кăçалхи шăрăх çанталăкра кÿлĕ çынсемшĕн кану вырăнĕ пулса тăчĕ. Таçтан та килеççĕ кунти илемпе киленме. Ĕç хыççăн “хуртлансах” кайнă тейĕн, çине-çинех çăмăл автомашина çитсе чарăнать. Çакăн пек шăрăхра пурте хăвăртрах шыва кĕрсе ÿт-пĕве уçăлтарасшăн. Иртнĕ эрнере эпир те çемйипех пултăмăр унта. Çитĕннисемпе пĕрле ачасем те шыва кĕрсе савăнаççĕ. Акă, çамрăк амăшĕ çулталăка та çитмен пепкине шыва кĕртет. Аллисемпе хăлаçлансах шăмпăлтатать лешĕ. Эль кÿлли тăвайккинчен пăхсан кăна пĕчĕк пек курăнать иккен. Пĕр çыран хĕрринчен тепĕрне ишсе çитме чылай аякра. Икĕ çамрăк ача ишсе кÿлĕ варринех çитрĕç. Енчен те инкек пулсан, кам кĕрсе çăлĕ вĕсене, тесе пăшăрханма пуçларăм. Çыран хĕрринелле ишме пуçласан кăна чун лăпланчĕ. Ачасене шыва кĕме юракан ăшăхрах вырăна та нимĕнле паллăпа уйăрман. Вĕт, çыран хĕрринчен кăшт кĕрсенех тарăн вырăн пуçланать. Кÿлле ятарласа пăхса тăракан çук. Çак вĕри çанталăкра дежурство йĕркелемелле пек туйăнать.
Çыран хĕрринчен 2–3 метртах канма килнĕ пĕр ушкăн шашлăк пĕçерет. Юнашарах пушă эрех-сăра кĕленчисем выртаççĕ. Çÿп-çап куписене курсан та кăмăл хуçăлчĕ. Паллах, кашниех хăй хыççăн пуçтарса хăвармасан мĕн чухлĕ ăпăр-тапăр пуçтарăнать. Тасалăх хамăртан килет. Кашниех хăй хыççăн пуçтарма тивĕç. Эпир çут çанталăк ырлăхĕпе усă куратпăр пулсан, ăна упрасси çинчен те манмалла мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика