АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш утăмĕ ăнăçлă (Культура)

06 августа 2010 г.

Пĕрремĕш утăмĕ ăнăçлă (Культура)

Çулленех тушкилсем ял уявне ирттереççĕ. Кăçал вăл ял халăхĕшĕн тепĕр пулăмпа асра юлчĕ. Кунта Виктория Захарован “Чунтан...” ятлă дискĕн презентацийĕ иртрĕ. Хăнасен хушшинче чăвашсен паллă çыравçи Раиса Сарпи пулчĕ. Вăл пирĕн ентеше халалласа “Пурнăç çулĕ” сăвва вуларĕ, тăван халăх чапне çÿле çĕклеме, хăватлă пулма, творчество ĕçĕнче ăнăçусем сунчĕ çамрăк композиторпа юрăçа.
Хăйсен ял хĕрне çав тери ăшшăн кĕтсе илчĕç тушкилсем. Кашни юрринех чуна парса шăрантарчĕ юрăç. “Тушкил” ятлă юрă пухăннисен кăмăлне уйрăмах çĕклерĕ. “Маттур!”, – кăшкăрчĕç вĕсем таврана янраттарса. Палăртма кăмăллă, юрă сăмахĕсене çыраканĕ те, ăна кĕвве хываканĕ те хамăр ентеш – Тăрмăшра çуралса ÿснĕ Эдуард Табаев.
Юрăсен тематики анлă, ытларахăшĕ – юрату, çамрăклăх, тăванлăх çинчен. Чылайшне çамрăк композитор хăй кĕвĕленĕ. Дискри “Тăвайсем” ятлă юррине районти каччăсемпе хĕрсене халалланă. Ял çыннисем ытарайми сасăллă юрăçа тăвăллăн алă çупса тав турĕç, автограф çыртарса дисксем туянчĕç. Виктория хăйĕн сассипе çеç мар, илемлĕ те ятуллă тумĕпе те тыткăнларĕ куракана.
Уяв хыççăн Раиса Сарпипе тата хамăр район хĕрĕпе Виктория Захаровапа тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ.
Сарпине Чăваш Енре пĕлмен çын çук пулĕ. Тăван культурăна, мăн асаттемĕрсен йăли-йĕркисене упрас тесе пĕтĕм чун хавалне парать вăл. Астăватăп-ха, “Пике” журнала та юратса вулатчĕç чăваш хĕрарăмĕсем. Унăн редакторĕ Сарпи пулнăччĕ.
Раиса Васильевна Чăваш патшалăх университетĕнчи искусство факультетĕнче ăс пухакансене чăваш халăхĕн культурин, чĕлхепе литературин историне вĕрентни çинчен пĕлтерчĕ. Доцент вăл. Виктория Захарова пирки сăмах пуçарсан ăна ырласа ăшă сăмахсем кăна каларĕ.
“Çивĕч ăсĕпе, хастарлăхĕпе палăрать. Сăпайлă, ырă кăмăллă. Факультетри чи тăрăшуллă студенткăсенчен пĕри, – терĕ. –Умри тĕллевсене пурнăçлассишĕн темле йывăрлăха та парăнтарать, ĕçе пуçларĕ-тĕк вĕçне çитеретех. Унăн чун-чĕринче чăвашлăх, тăванлăх туйăмĕ вăйлă. Çакă юрри-кĕввисенче те палăрать. Манăн хăш-пĕр сăвăсене юрра хыврĕ çамрăк композитор. Йăмăкăн, Альбина Юратун, сăввисене те кăмăлларĕ”.
Паллах, хăв тĕллĕн кăна диск кăларма йывăр. Çамрăк талантăн пултарулăхĕпе паллашса тата ăсталăхне аталантарса пынă май вĕрентекен тĕллев лартнă: “Юррусем лайăх, пухса диск кăлармалла, ăна халăх патне çитермелле...”. Çапла, паллă çыравçă В.Захарована юрăсен пуххине кăларма пулăшнă. Пĕрремĕш утăмĕ ăнăçлă пулни ăна та савăнтарать.
“Юлашки вăхăтра Тăвай енпе интересленме пуçларăм. Тĕлĕнсе каймалла, мĕн чухлĕ паллă çын тухнă сирĕн тăрăхран! Культурăпа искусство çыннисем кăна – эпĕ чунтан хисеплекен Вера Кузьмина артистка, Александр Васильев, Юрий Григорьев, Николай Казаков композиторсем, Вениамин Тимаков, Николай Сандров поэтсем... Сумлисен йышне Виктория Захарова композитор, юрăç та кĕрессе шанса тăратăп”, – вĕçлерĕ калаçăвне Раиса Васильевна.
Виктория Захаровапа калаçма кăмăллă пулчĕ. Учительсен çемйинче çуралнă вăл. Роза Петровна Тушкил шкулĕнче физикăпа математика предмечĕсене вĕрентет. Владимир Семенович – ДЮСШ тренерĕ.
Пĕчĕккĕ чухнех юрă шăрантарма юратнă хĕрача. Сасси янăравлă, илемлĕ пулнăран яланах концертсене хутшăнтарнă ăна. Тăвайри музыка шкулне çÿресе ăсталăхне ÿстернĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçи пулнă. Акă, 2008 çулта “Тăвай шевлисем” фестивальте “Автор–юрăçă” номинацире Виктория Захарована çитекенни пулман. Куракансен парнине те тивĕçнĕ вăл ун чух.
Çав çулне алла аттестат илнĕ пикен пуçĕнче тĕрлĕ шухăш явăннă. Ăçта вĕренме каймалла. Юриста е экономиста, музыка тĕнчи те илĕртнĕ...
–Тавах, аннене, тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнăшăн. Вăл сĕннипе искусство факультетне заявлени патăм, – аса илчĕ иртнине Виктория. –Экзаменсене лайăх тытса, пысăк конкурс витĕр ăнăçлă тухса вĕренме кĕтĕм. Виççĕмĕш курса çитрĕм ак. Чун туртăмĕпе вĕренетĕп. Пушă вăхăт пачах çук. Пианинăпа, гитарăпа калатăп. Вырăсла юрăсем çыратăп.
Паянхи ĕç-хĕл, творчествăри ÿсĕмсем çинчен интереслентĕм хĕртен. Виктория Захарова халĕ хĕрсех Р.Сарпин “Пĕрремĕш утăмсем” сăвăлла пьеси тăрăх мюзикл çырать. Кĕркунне нотăпа кĕнеке кăларасшăн. Уявсене, концертсене, конкурссене хутшăнать. Вăл Самарăри автор юррисен (бардсен) конкурсĕн “Чи лайăх юрă” номинацире çĕнтернĕ. Атăл тăрăхĕнчи çамрăк композиторсен конкурсĕн лауреачĕ. Кировра иртнĕ “Вăрçă юррисен” конкурсĕн “Чи лайăх юрă” номинацире мала тухнă.
Паян акнă вăрлăхăн çимĕçĕ тулăх пултăр. Ăнăçусем сире, Виктория!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика