АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушсăрлăх – чи кирли (Правопорядок)

06 августа 2010 г.

Çул çинче пурте тимлĕх ыйтать. Халь машинăсем нумай, куçăм хăвăртлăхĕ ялан пысăк. Çавăнпа тимлĕ пулнинчен тата хăрушсăрлăх требованийĕсене пăхăннинчен, пурнăçланинчен ырри нимĕн те çук. Çак тĕллевпех машинăсем çинче малта ларса пыракансен те, кайри ларкăчсем çинчи пассажирсен те хăрушсăрлăх ременĕпе çыхăнмалла. Ку вăл çул-йĕр правилисене пăхăннине тĕрĕслекенсемшĕн мар, чи малтанах хăвăршăн, пассажирсен хăрушсăрлăхĕшĕн питĕ кирлĕ. Çакна тĕпе хурса, хăрушсăрлăх ременĕпе çыхăнман пассажирсене 200-шер тенкĕ, водителе 500 тенкĕ штраф тÿлеттереççĕ.
Водительсем машинăпа Тăвай урамĕсенче пысăк хăвăртлăхпа пынине те асăрхама тÿр килет. Ку вăл пысăк йăнăш. Ял урамĕнче хăвăртлăха сехетре 40 километртан ытла ирттерме юрамасть. Ытти ялсенче те çакна пăхăнмалла. Инкек-синкекрен, çул çинчи йĕркене пăснинчен сыхланас тесен, çакна çирĕп асра тытмалла.
Мотоциклсемпе çеç мар, мопедсемпе çÿрекенсем те çул çине каскăпа тухмалла Скутерсем те çултан çул нумайлансах пыраççĕ. Асăннă техникăпа 14 çула çитнисен тата унтан аслăраххисен çеç çÿреме юрать. Асăннă йĕркесене пăхăнманнисене административлă яваплăх тыттарма, штраф тÿлеттерме пултараççĕ.
Çуран çÿрекенсен тротуарпа çÿремелле. Машинăсен водителĕсен çынсене çул урлă каçса çÿремелли вырăнсенче, знаксем пур çĕрте чарăнса вĕсене çул урлă чăрмавсăр, хăрушлăхсăр каçма май памалла. Ытти çĕрте те çуран çÿрекенсемпе тимлĕ, асăрхануллă пулмалла, çул урлă чăрмавсăр каçма пулăшмалла.
Тепĕр чухне водительсем хăйсен машинисене шыв колонкисем патĕнче, шывсен хĕрринче çунине асăрхама пулать. Ун пек тума, шыва варалама юрамасть, уншăн водителе пысăк штраф параççĕ. Штрафран ытла хăйĕн те çавнашкал тума юраманнине ăнланни, тÿрĕ кăмăллă, йĕркеллĕ пулни кирлĕ.
Пурте пĕрле ĕçлесен, пĕр-пĕрне хисеплесе, правилăсене çирĕп пăхăнса çÿресен, тимлĕ пулсан кăна çулсем çинчи лару-тăрăва лайăх енне улăштарма, çул çÿреве хăрушлăхсăр тума пултаратпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика