АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпей-илем хăтлăх кÿтĕр (Общество)

06 августа 2010 г.

Тирпей-илем хăтлăх кÿтĕр (Общество)

Енĕш Нăрваш ял поселенине кĕрсе хамăр мĕн çăмăлпа çÿренине пĕлтерсен, ял администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Любовь Алексеевна Николаева çапла каларĕ: “Яла тирпей-илем кĕртессипе икĕ рейд та ирттертĕмĕр-ха, протоколсем те çыртăмăр. Çынсемпе те тăтăшах калаçатпăр ун пирки, май килнĕ таран тасататпăр та çынсене явăçтарса”.
Енĕш Нăрваш ялĕ – районти пысăк ялсенчен пĕри. 660 кил-çурт терĕç кунта, 146-шĕ вара пушă ларать, вĕсене ытларах хуласенчен çулла килсе çÿреççĕ. Урамĕсем те сахал мар – 37. Ялта вăтам шкул, музей, культура çурчĕпе библиотека, пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕ, чиркÿ, магазинсем, çыхăну уйрăмĕ, производство объекчĕсем пур. Ял тулашĕнче çĕнĕ стадион тăваççĕ, çакă та ку чухнехи пурнăç ыйтни. Унта аслисемпе çамрăксем выляççĕ те ĕнтĕ футболла. Паллă çынсем чылайăн тухнă ку ялтан. Çавăнпа ăна тирпей-илем, тасалăх тĕлĕшĕнчен те пысăк культурăллă ял пулнине курас килет.
Тĕп урам, паллах, Ленин урамĕ. Ăна асфальт сарнă, çавăнпах пулĕ социаллă пурнăçпа культура объекчĕсем те, суту-илÿ точкисем те, тĕпрен илсен, асăннă урамра вырнаçнă. Вĕсем патне пырса çÿреме ансат. Кăçал Московскăй урама та 650 метр тăршшĕ асфальт сарса тикĕсленĕ, малалла та тепĕр çавăн чухлĕ сараççĕ. Халĕ ăна тума пулăшса энергетиксем свет юписене урамăн икĕ енĕпе лартса тухнă, малтан варрипе вырнаçнă юпасене кăлараççĕ. “Дорстройрисем” çул айккисене йĕркелеççĕ.
Çаксем малашлăхшăн, кунта пурăнакансемшĕн лайăх ĕнтĕ. Харпăр хăй килĕсене çĕнĕ счетчиксем вырнаçтарни таранах. Анчах тирпей-илем кĕртмелли пурĕ 37 урам-çке. Рейдсем ирттерни вун-вун çынна витĕм кÿнине, хăйсен таврашне тасатса типтерленине каласа пачĕ Любовь Алексеевна. Эпир унпа пĕрле çÿрерĕмĕр ял урамĕсем тăрăх. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Роза Викторовна Кузьмина Московскăй урамра энергетиксемпе пĕрле пулчĕ вăл вăхăтра. Эпир Комаров, Леснăй, Чапаев, Хумма Çеменĕ, Токсин, Павар урамĕсене, Кайри каса, ытти çĕре çитсе куртăмăр. Тĕрĕссипе каласан, асăннă урамсенчен чылайăшĕнче çавнашкал тирпейсĕрлĕх курасса кĕтменччĕ. Урамсенче çапăсем те, татса сиплемен йăмрасем те, хăрăк-харăк та, хуçăк та, ăпăр-тапăр та, вырăнсăр хунă строительство материалĕсем те, куршанакран пуçласа тĕрлĕ çум курăк, татăк-кĕсĕк, çÿп-çап купи таранах куç умне пулчĕ. Çавăнпа кашни урам тăрăх уйрăммăн çырса кăтартма кăмăлăм та пулмарĕ. Тасатмалли, йĕркелемелли, типтерлемелли çителĕклех вĕсенче. Ленин урамĕн вĕçĕнче те, лапамра, пуçтармалли пур. Айккинчи урамсенче вара – пушшех те.
Токсин урамĕнче тахçан плотина тунă. Вăл юшкăн ларса ăшăхланнă халь, «ăна тасатма палăртса хунă-ха», тет ял поселенийĕн пуçлăхĕ Роза Викторовна. Плотинаран çÿлерех çăлкуç пур, валакĕ те курăнать плотина пуçĕнчен. Çăлкуçĕнчен пĕр çамрăк шыв ăсатчĕ. Анчах асăннă плотина пуçне те çынсем вырăнти “свалка” туса хунă, ăпăр-тапăр тăкса тултарнă. Лайăх-и-ха ĕнтĕ çакă. Мĕнле чунпа çапла хăтланмалла. Йăлăмкасри Станислав Мижеев пирки вара ырласа калаçрĕç ял поселенийĕнчисем. Вăл хăй пуçарăвĕпе çырма хĕрринчи çÿп-çапа тасаттарнă иккен. Çав вăхăтрах хăйсен умне е таврашне тасатса тирпейлес пирки хыттăн асăрхаттарсан та сахал мар çын хирĕçлеме пăхнине каласа кăтартаççĕ. Яла пырса кĕнĕ çĕртех контейнер тулса тăкăнса тавралăха вараласа ларни те кăмăллă япала мар. Йăлăмкасран та шăнкăравланăччĕ редакцие тулса, таврана шăршă сарса ларакан контейнера пушаттарма пулăшăр-ха тесе. Асăннă контейнера халĕ пушатсах тăраççĕ тесе ăнлантарчĕç. Анчах ялта çÿп-çап контейнерĕсем çителĕксĕрри сисĕнет. Йăлăмкасрах тарасасем те типеççĕ имĕш, сапма çырмари çăлкуçсенчен шыв илеççĕ.
Ял поселенийĕн çурчĕ таврашĕнче чечексем çитĕнтерсен те начар пулас çук. Вĕсем, кирек епле пулсан та, илем. Вăл вара нихăçан та ытлашши мар.
Çак ял çыннин Сергей Николаевич Дмитриевсен, сăмахран, чечексем кил умĕнче те, шалта пахчара та, мунча комплексĕпе халĕ туса çитерекен бассейн таврашĕнче те илем кÿреççĕ. Чĕрĕ чечексем те, касса тĕрленисем те. Бассейнсем пирки калас пулсан, вĕсем Сергей Николаевичсен мунча комплексĕнче те (1,8 метр тарăнăш терĕç), унăн тулашĕнче те пур. Тулашĕнчи пысăк лаптăк йышăнать, 5 метр таранăш пуласса пĕлтерчĕç. Ăна республика тулашĕнчен кÿрсе килнĕ шурă яка чулсенчен тунă. Тĕпĕнче халех шыв пухăннă. Бассейна тăвакансемпе пĕрле унта Сергей Николаевичăн 77 çулхи амăшĕ Евдокия Григорьевна та хаваспах ишсе, чăмпăлтатса тухрĕ.
Лайăххи лайăхах çав. Çавăнпа тасалăхпа тирпей-илемшĕн тăрăшасси кулленхи ĕç пулса тăмалла.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Дмитриевсен бассейнĕ.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика