06 августа 2010 г.

Строитель – мирлĕ професси, вăл пуласлăхшăн, ырă пурнăçшăн тăрăшать. Унăн аллипе хăпараççĕ пурăнмалли çурт-йĕр, шкулсем, клубсем, комплекссем, фабрикăсемпе заводсем, цехсем. Енĕш Нăрвашри Евгений Анатольевичпа Надежда Константиновна Даниловсен хăйне евĕр илемлĕ те комплекслă икĕ хутлă çурчĕ – ялти чи чаплă çуртсенчен пĕри. Вĕсен пĕр ывăл.
Федераллă программа шучĕпе çамрăк çемьене çурт-йĕр çавăрма субсиди те панă.
Сăн ÿкерчĕкре: Даниловсен çурчĕ.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторён.