АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бланксем кÿрсе килнĕ (Перепись)

06 августа 2010 г.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕччен тепĕр 2 уйăх ытларах кăна юлчĕ. Çырава хĕрсех хатĕрленеççĕ. Иртнĕ уйăхра республикăна 2 млн. яхăн перепись бланкĕсем кÿрсе килнĕ. Вĕсем 3 тĕрлĕ:
Л формăлли – Раççейре ялан пурăнакансем валли;
В формăлли – çĕр-шыв территорийĕнче вăхăтлăх пурăнакансем валли;
П формăлли – пурăнмалли çурт-йĕр, хваттер пирки даннăйсем пухмалли.
Бланксене ятарлă хÿтлĕхпе тивĕçтернĕ, вĕсене пăсса çырма çук. Çырав хучĕн кашни листинчех аялта “конфиденциально” тесе çырни куçа курăнать, урăхла каласан, çырав кăтартăвĕсем вăрттăнлăх пулса тăраççĕ.
Чăвашстат палăртнă тăрăх, октябрьти çырава 6000 яхăн çын хутшăнмалла, кашни çыравçăн вăтамран 400 çынпа тĕл пулса даннăйсем пухмалла. Аса илтеретпĕр, халăх çыравĕ юпа уйăхĕн 14–25-мĕшĕсенче иртет. Хальхи вăхăтра çыравçăсен тĕп йышне татăклăн палăртас ĕç вĕçленес тапхăр. Вăхăтлăх сотрудниксене пурне те вĕрентеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика