06 августа 2010 г.

Тырă-пулă туса илесси нихăçан та çăмăл пулман, кăçал, ку типĕре – пушшех те. Шутласассăн, гектартан сакăр-тăхăр е вунă-вунпĕр центнер тырă туса илмелĕх кăна вăй-хал хунă-и тата пурлăхпа укçа-тенкĕ тăкакланă-и çуркунне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем. Шăрăх та типĕ çанталăк нумай хавшатрĕ вĕсен ĕçне. Çапах та ял ĕçченĕсем пуç усмаççĕ, халĕ те пулин хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшаççĕ.
Виçмине çапла “Красная Чувашия” ял хуçалăх производство кооперативĕнче пултăмăр. Вырма вĕçленейменччĕ-ха кунта. Çак кун асăннă хуçалăхра çурхи тулă вырса çапатчĕç тата ял ĕçченĕсем улăм проценчĕ илетчĕç. Маларах утă проценчĕ икĕ хутчен панă. Лайăх-и халăхшăн. Паллах, лайăх.
Çурхи тулă пуссинче виçĕ комбайн тырă вырса çапать. Ку уя ĕнер ÿкнĕ “уй-хир карапĕсем”.
–Туллăн тухăçĕ аптрамасть-ха, вăт урпан пĕр уйĕ начар пулчĕ, – уншăн пăшăрханса калаçать Петр Дмитриев комбайнер. Вăл пурнăçне пĕтĕмпех çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Хăй каланă тăрăх, вун улттăрах паркра ĕçлеме пуçланă. Комбайнпа вăтăр çул ытла. Çуракисенче, ыттисем пекех, тракторпа вăй хурать, çĕр кăпкалатать.
“Чи хастаррисенчен пĕри”,– терĕ Петр Григорьевич пирки кооператив ертÿçи Владимир Валерьянович Герасимов. Вăл, сăмах майăн каласан, ытти кооператив членĕсен ĕçĕпе те кăмăллă. Специалистсене те ырлать. Пĕрле тăрăшнипе вĕт-ха фермăри выльăх-чĕрлĕх валли утă иртнĕ çулхинчен икĕ хут нумайрах хатĕрлесе хунă. “600 тоннăна яхăн вăл халĕ пирĕн. Унсăр пуçне сĕлĕпе пăрçа хутăшĕнчен хывнă сенаж пĕр пысăк траншея – 650 тонна пур. Сенаж, чăн та, пĕлтĕрхинчен çурри кăна, анчах пахалăхĕпе нумай лайăхрах тесе палăртаççĕ специалистсем”, – кăмăллă çакăнпа председатель. Ăна технологие пăхăнса кĕске срокра хывса хăварнă, Александр Михайлов массăна Т–150 тракторпа вăйлă пусăрăнтарнă. Белоклă апат, паллах, хĕлле те сĕт хушĕ. Çакă вара продукци ытларах сутса тупăш нумайрах илме май парĕ хуçалăха. Çапла майпа укçа-тенкĕне хуçалăха аталантармашкăн яма çеç мар, унпа ял ĕçченĕсене ĕç укçи вăхăтра тÿлесе пыма та май килĕ. Ку вăхăт тĕлне ăна ĕçлекенсене июньшĕн панă, кĕçех июльшĕн те пама тытăнаççĕ. Унсăр пуçне кредитшăн, электроэнергишĕн, налуксем тÿлемелле, пенси фондне куçармалла. Соляркăпа бензин та илесшĕн. Пĕлменни çеç пĕлмест – тăкакĕ пĕчĕк мар. Пĕр электроэнерги тÿлемех уйăхне 80–90 пин тенкĕ тухса каять. Çавăнпа, ытти производствăшăн тимленипе пĕрлех, ĕне выльăхпа сыснасен йышне малалла ÿстерсе пырас пирки ĕмĕтленет кооператив ертÿçи. Сăвакан ĕнесене илес пулсан, халĕ вĕсем 166 пуç, ку вăхăтра талăкра вăтамран кашни пĕрер пăт ытла сĕт антараççĕ. Ĕнесене люцерна пуссинче кĕтеççĕ. Çав вăхăтрах витесен урайĕсене юсаса тÿрлетме 3 машина ăвăс материал кÿрсе килнĕ. Хуçалăхăн хăйĕн пилорама, столяр цехĕ, тырă авăртса çăкăр пĕçерекен цех пур. Утарне те пĕтересшĕн мар, хĕлле ялти ăстасене çĕнĕ вĕллесем тутарасшăн. Мĕн пуррине аталанма май пани тĕрĕс те пулĕ.
Хуçалăх акă Патăрьел районĕнчи “Малалла” ЯХПК-ран вăрлăхлăх ĕрчетме çĕр улмин Удача элита сортне туяннă. Халь аякранах тĕттĕм симĕс курăнса ларать унăн лаптăкĕ. Элита вăрлăх илнĕшĕн дотаци панă патшалăх. Çапла вара вăрлăх, пĕтĕмĕшле илсен, йÿне ларнă. Ăратлă сысна аçисем туяннăшăн та дотаци илсе укçине чылай тавăрнă.
Çапах та тырă пуссинех таврăнар-ха. Каларăм-çке 3 комбайн çурхи тулă çапаççĕ тесе. “Уй-хир карапĕсемпе” Петр Дмитриевпа Анатолий Николаев, Василий Ивановпа унăн ывăлĕ Володя, Анатолий Александров вăй хураççĕ. Техника пĕр ванмасăр пулмасть ĕнтĕ, пирĕн умрах Анатолий Александров тÿрлетсе тухрĕ комбайнне, ыттисем пекех тырă картине кĕрсе çапса тĕшĕлеме тытăнчĕ.
Комбайнсем çапса тĕшĕлекен тырра уйран йĕтеме Николай Федоров ГАЗ–53 машинăпа турттарса тивĕçтерет. Хуçалăхра нумайранпа тăрăшакан пысăк стажлă водитель вăл.
Улăмне те комбайнсем хыççăн пухса рулонласа пыраççĕ. Вячеслав Ивановпа Василий Васильев икĕ агрегатпа рулонлаççĕ терĕç. Тиекенни – Владимир Павлов. Рулонсене хуçалăхра ятарласа пысăклатса тунă тележкăпа фермăна турттараканни – Анатолий Тихонов. Çакнашкал тележка çине 14-15 рулонтан кая мар кĕнине каларĕç. Рулонсене навес айне хунă тата ура туса та упраççĕ.
Комбайнерсем тырра тепĕр виçĕ-тăватă кунра çапса пĕтерме палăртаççĕ: урпа юлнă çапса тĕшĕлемелли тата çурхи тулă.
Çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса, 300 гектартан кая мар кĕрхи тĕш тырă культурисем акса хăварассине пĕлтерчĕ хуçалăх ертÿçи Владимир Валерьянович. Пысăк пайне кĕрхи тулă йышăнĕ, мĕншĕн тесен унăн вăрлăхĕ куçса пыракан фондриех çителĕклĕ пулнине каларĕ. Александр Иванов механизатор дисклă сÿрепе кăпкалатса палăртнă чухлĕ çĕр хатĕрлесе хунă. Председателĕн те, ял ĕçченĕсен те кĕр акине вăхăтра, пахалăхлă туса ирттерсе пысăк тухăç никĕсне ăнăçлă хывса хăварас килет, паллах. Вăрлăхĕ çителĕклĕ. “Ĕçĕ те чарăнса тăмĕ – çынсем тăрăшаççĕ,” – тет председатель. Кĕр тыррисене ваттисем кĕл çинех акса хăварма хушнă.
Сăн ÿкерчĕкре: тĕш тырă комбайнĕсем çурхи тулă вырса çапа.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.