03 августа 2010 г.
Шăрăх çанталăк пирĕн чăтăмлăха тĕрĕслет тейĕн. Çамрăк та сывă çынсем те кун пек чух канăçсăрланаççĕ – сывлăш çитменнине туяççĕ. Тăтăшах чирлекенсен сывлăхĕшĕн вĕри çанталăк тата кансĕртерех.
Енчен те çын аптраса ÿкрĕ тĕк, ăна сулхăн вырăна куçармалла, çиелти тумне хывса илмелле, пуçне çÿлерех туса вырнаçтармалла. Çамки, пуçĕ çине пăр е сивĕ шывпа йĕпетнĕ пусма татăкĕ хумалла, нашатырь спирчĕпе нÿретнĕ мамăкпа сăмси патне тытса сывлаттармалла. Енчен те çын тăнне çухатса сывлами пулнă тата алă тымарĕ тапмасть тĕк “васкавлă пулăшу” чĕнмелле. Вăл килсе çитиччен ăна искусствăлла майпа сывлаттармалла тата чĕрине массаж тумалла.
Шăрăх та хĕвел хĕртсе пăхнă вăхăтра мамăкран е йĕтĕнрен хатĕрленĕ çутă тум тăхăнмалла. Уçă çĕрте ĕçлекенсен час-часах канса илмелле. Шыв ытларах ĕçмелле.
Шăрăхра чĕре вăйлă ĕçлет, унăн таппи ÿсет. Çавна май çу пуçланиччен тухтăр патĕнче пулса профилактика тĕрĕслевĕ ирттермелле. Унсăр пуçне тарлаттарман тумтирпе çÿремелле, мамăк, йĕтĕн, пурçăн, вискоза пусмаран çĕленисем пулччăр. Пуçа хупламалла – шлепке тăхăнмалла е çÿхе тутăр çыхмалла.
Хваттер чÿречисем тухăç еннелле вырнаçнă пулсан çутă тĕслĕ карăсем çакмалла – пÿлĕм вĕриленсе каймасть. Хăвăр килте тĕк ăшă душ айĕнче çине-çинех çăвăнăр – шыв тарланине çуса ярать, ÿте çăмăллăх кÿрет.
Вĕри çанталăкра организм тарпа пĕрле шыв тата натрипе кали тăварĕсем нумай çухатать. Çавăнпа хура хурлăхан, персик, йÿç кăшман, çĕр улми, йĕплĕ хурлăхан, чие, иçĕм çиме тăрăшмалла.
Куллен 2 литр таран шыв ĕçмелле. Унран ытлашши мар – пÿрепе чĕрене йывăр килет. Симĕс е хура чей, морс, чĕрĕ сĕткен, кефир, йĕплĕ хулă çырлин сивĕтнĕ шывĕ, газ хушман минералка ăш хыпнине лайăх ирттереççĕ. Лимон хушнă вĕри е лĕп шывăн усси пысăк. Пĕр харăс ĕçсе ямалла мар, сыпкăм–сыпкăмăн вăрах ĕçмелле.
Ытлашши тата йывăр апат çини сиенлĕ – çу вăраххăн ирĕлнипе организма йывăрлăх кÿрет, углеводсем вара организмри шыва хăвалаççĕ. Аш вырăнне тинĕс продукчĕсем çимелле. Кваспа, кефирпа хатĕрленĕ турам апачĕ, ашсăр яшка усăллă.
Нумай ĕçлеме, спортпа пиçĕхме юрамасть – организма йывăр, вăл шыв саппасне хăвăрт пĕтерет.
Пылак газировка ăша кантармасть, кофеин тата алкоголь хутăшĕсемпе те иртĕхмелле мар. Ытлашши сивĕ шыв тар парĕсене хăвăрт ĕçлеттерет, унсăр пуçне пыр шыççи пуçланас хăрушлăх пур.
Енчен те шăрăха тÿсейместĕр тĕк 12–16 сехетсенче урама тухма тăхтăр. Шыва кĕни пур чух та усса каймасть: чĕрен ишеми чирĕпе нушаланакансемшĕн уйрăмах сиенлĕ – сивĕ шывра юн тымарĕ пĕрĕнсе стенокарди е миокард инфаркчĕ çапса ÿкерме пултарать.
Эмел пирки ан манăр, тухтăр çырса панине яланхи çирĕп йĕркепе ĕçĕр.