АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хакла ларма пултарать (Правопорядок)

03 августа 2010 г.

Мăкăньрен наркотикла япаласем тунине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çулленех асăннă ÿсен-тăрана пахчасенче акса ÿстернĕ пĕр-икĕ тĕслĕх тупса палăртаççĕ районти йĕрке хуралçисем “Мăкăнь” операци вăхăтĕнче. Кăçал та çак ятарлă профилактика мероприятийĕ май уйăхĕнчен пуçласа октябрьччен пырать. Шалти ĕçсен пайĕн рейд бригади çак тапхăрта кашни ялах çитет. Иртнĕ кунсенче Тăвайри Ленин проспектĕнчи усă курман пахчара çум курăксем хушшинче пĕр пĕчĕк лаптăкра çак ÿсен-тăрана тĕп тунă.
Октябрь выçăлккинче пĕр кил хуçалăхра мăкăнь типĕтнĕ тĕслĕх асăрханă. Халĕ ку ĕçпе следстви пырать.
Наркотик çын пурнăçне сиенлет. Çавăн пекех наркотикла япаласемпе усă курнăшăн, сутнăшăн яваплăх пысăк, темиçе çул таран та ирĕклĕх прависĕр хăвараççĕ. Кукăль валли тесе ÿстернĕ мăкăнь те питĕ хакла ларма пултарать.
Хăвăр кÿршĕре е ытти çĕрте мăкăнь лартса ÿстерекенсене, сутăн илес текенсене асăрхасан тÿрех шалти ĕçсен пайне пĕлтерме ыйтатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика