АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çаврăмсем вĕçленсе пыраççĕ (Спорт)

03 августа 2010 г.

Ветерансем хушшинче республикăри футбол чемпионачĕн пĕрремĕш çаврăмĕ вĕçленсе пырать. Виççĕмĕш вырăнтан тăвайсене Шупашкарти “Сталь” хĕссе кăларчĕ, 4:0 шутпа çĕнтерчĕ. Иртнĕ шăмат кун тăвайсем Сĕнтĕрвăрринче “Анишпа” вылярĕç. Шут 1:1.
Халĕ ветерансен ушкăнĕнче “Волга”, Ишлейри “Звезда” тата “Сталь” малта. Пĕрремĕш çаврăм хыççăн малти 8 вырăн (14-ăн выляççĕ) йышăннă командăсем 2-мĕш çаврăма хутшăнаççĕ.
Районти футбол чемпионатĕнче пысăк улшăнусемех пулмарĕç. Чи çивĕч пулмалли тĕл пулусенчен пĕри – тăвайсемпе тăрмăшсем хушшинче – иртмерĕ, ăна каярах вăхăта куçарчĕç. Нăрвашсемпе “Лидер” хушшинчи тĕл пулу 3:3 шутпа вĕçленчĕ. Командăсем хăйсен пухмачне 1-ер очко хыврĕç. Тушкилсем килте эльпуçсене 2:1 шутпа парăнтарчĕç. Чутейсем Киччĕне кайман. Малта – тăвайсем, 24 очко. Киччĕсем 22 очкопа нăрвашсене хуса çитрĕç. Çак шăмат кун вĕсен Тăрмăшра чи яваплă тĕл пулу: илейрĕç-и 1-мĕш çаврăмри çухатушăн реванш е çук. Ку результат ытти командăсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика