АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лар, аттеçĕм, юнашар... (Общество)

03 августа 2010 г.

Лар, аттеçĕм, юнашар... (Общество)

Виталий Кузьмич Михайлов, 1930 çулхи çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Тăвайра хресчен çемйинче çуралнă.
Çемйи: мăшăрĕ – Лидия Михайловна Михайлова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ.
Ачисем – Надежда, Юрий, Луиза.
Кинĕпе кĕрÿшĕ – Надеждăпа Валерий иккĕшĕ те педагог, Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш шкулта ĕçлеççĕ. Луиза Витальевна – директор, Валерий Валерьевич информатика вĕрентекен.
Мăнукĕсем – Сергей, Евгения, Олеся, Алексей.
Зодиак палли: Арăслан.
Ĕç стажĕ – 44 çул.
Наградăсем – “Ĕç ветеранĕ”, “1941–1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн” медальсем, вĕрентÿ отличникĕ "1984", ДОСААФăн Тĕп Комитечĕн “Хисеп палли” знакне икĕ хутчен тивĕçнĕ, грамотăсем пирки калама та кирлĕ мар. Вĕсем унăн темĕн чухлех.
Тăвайри вăтам шкулта производство вĕрентĕвĕн мастерĕнче тăрăшнă, ĕçрен татăлмасăр вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ.
Атте 80 çул тултарнă май эпĕ ăна хăш-пĕр ыйтусем патăм. Пирĕн хушăра хăйне май çавăн евĕр калаçу пулса иртрĕ.
 
Çулсем иртсех пы-раççĕ пулсан та, çын пурнăçĕнчи тĕп тапхăрсем куç умĕнчен каймаççĕ. Астăвăм ачалăхранах пырать. Мĕнлерех пулнă-ши санăн ачалăху, атте.
–Ачалăх вăл ачалăхах. Унта савăнăçĕ те, пăшăрханăвĕ те пĕр çĕрте ĕнтĕ. Пиччемпе шăллăмсем халĕ те куç умĕнчех. Эпир, ултă пĕр тăван, атте-анне çуначĕ айĕнчен вĕçсе тухрăмăр. Аннене аса илсенех чун хурланать, питĕ хитреччĕ те ырă кăмăллăччĕ вăл пирĕн. Шел, кун-çулĕ ир татăлчĕ. Атте – çирĕпчĕ, тăхăр вуннăран иртичченех пурăнчĕ. Эпĕ 11 çул тултарас умĕн вăрçă тухрĕ. Герман пичче летчик пулнă та тÿрех вăрçа кĕнĕ. Унтан аттепе Ванюк пиччене фронта илчĕç. Ултă ывăлтан киле ваккисем кăна тăрса юлтăмăр. Колхоз ĕçĕпе кил хуçалăх йăлт хĕрарăмсемпе ватăсем тата ачасем çине тиенчĕç. 1942 çулта эпĕ те 76 ĕç кунĕ турăм. Анне чирлесен ун вырăнне фермăна сурăх пăхма çÿрерĕм, лавпа тислĕк тăкрăм.
Тата мĕн асра юлнă ачалăхпа яшлăхран.
–Юратнă ялăм, çара ураллă ачалăх, урамри мăнаçлă йăмрасем... Купăспа балалайка сасси. Яшлăх вăл йывăр вăхăтра та яшлăхах ĕнтĕ.
Пĕлетĕп, хул-çурăма самай авма, аçлăка тарпа касăлтарма тивнĕ санăн. Анчах эсĕ ĕçрен нихăçан та хăраман, вăл санра тарăн тымар янă...
–”Алра ĕç пултăр, пуçра ăс пултăр”, тенĕ ваттисем. Хам ĕмĕрте пĕр çурт çеç мар лартрăм. Аннÿпе виçĕ ача пăхса çитĕнтертĕмĕр, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшрăмăр. Вĕрентекенсен династийĕ йĕркеленчĕ пирĕн çемьере. Савăнатпăр ачасемпе мăнуксем пирĕн çула суйласа илнĕшĕн. Йăх йывăçĕ мăнаçлă та ешĕл туратлă пирĕн. Ватлăхра çакă та кăмăла йăпатать: эпир ĕмĕре усăсăр ирттермен, ĕçре туптаннă, çĕр-шыв тулăх пултăр тесе тăрăшнă.
Апла эсĕ хăвна телейлĕ теме пултаратăн.
–Телей тени çул çинче выртмасть, ăна хăвăн тупма пĕлмелле. Çĕр çинче савăк кăмăлпа пурăнни, çумри мăшăр сана ăнланма пĕлни, ачасемпе мăнуксем хисеплени, ĕмĕ-тÿсем пурнăçа кĕни, ăс-тăнран тайăлманни, сывлăхлă пулни, кил-çурт ăшши, ырă тус-тăван пурри – маншăн чăн-чăн телей. Епле пурăнасси хамăртан килет. Самана уттинчен юлмасăр пымалла. Йывăр самантсем пулсан та: “Малалла кăна!” теме юрататăп эпĕ.
Эсĕ шкулта 40 ытла çул ĕçленĕ, техникăна чунпа ăнланакан çын. Кăçал – Вĕрентекенсен çулталăкĕ. Сан шутпа, паянхи вĕрентекенĕн мĕнлерех пулмалла.
–Эсĕ ача чунне тыткăнлама, ăна хăв хыççăн ертсе пыма пултартăн пулсан – санран лайăх вĕрентекен пулать. Çак ĕçре вĕрентекене чăтăмлăх кирлĕ, ăна вара Турри кашнинех пĕрешкел паман. Эпĕ хамăн пурнăçра пултаруллă вĕренекенсем пулнишĕн паян кун та савăнатăп. Вĕсем те мана манмаççĕ, ку вара пушшех хавхалантарать.
Эсĕ – опытлă водитель, производство мастерĕ, нумай çул водительсем вĕрентсе хатĕрлеме хутшăннă. Мĕншĕн çул-йĕр инкекĕсем чакмаççĕ, çын кун-çулĕ вăхăтсăр татăлать..
–Çамрăксен çирĕп пĕлÿпе хăнăху, тимлĕх çукки ĕнтĕ. Халь çул куçăмĕ вăйлă, çамрăксен вара опыт çукрах. Хăй вăхăтĕнче эпĕ пулас водительсене пулăшма кĕнеке те çырнăччĕ. Çула, унпа çÿремелли йĕркесене тĕпчесе вĕренсе пырсан, тимлĕрех пулсан, инкеклĕ ĕçсем те сахалрах пулĕç. Çул çăмăлттайлăха нихăçан та каçармасть.
Эсĕ сакăр вуннă тултартăн. Эпĕ сана нихăçан та алă усса ларнине курман. Сан пуçунта ялан ĕмĕтсем, тĕллевсем... Çавах та вăхăта мĕнле ирттеретĕн.
–Кил-тĕрĕшре кăштăртататăп. Чун тимĕр-тăмăр патнех выртать. Мини-тракторсем, прицепсем пуçтаратăп. Вĕлле хурчĕсемпе аппаланатăп. Çут çанталăка юрататăп. Унăн илемĕ мана хавхалантарать, киленĕç кÿрет. Ак кăçал Татмăш çăлне тасатса кил умĕсемпе каллех шыв юхмалла турăм. Ытла шăрăх кăçал, çамрăк чух хам çар службинче Азербайджанра тăнă чухнехи çанталăках аса илтерет.
Хаçат-журнал, кĕнеке вулатăн пуль.
–Çын хаçат-журнал, кĕнеке тăрăх вĕренсе пырать. Эпĕ те яланах вулама тăрăшнă. Маншăн тĕнчере, республикăра, районта мĕн пулса иртни яланах кăсăклă пулнă, халĕ те çавах юлнă. Вуламасăр, телевизор пăхмасăр ăçтан çĕнĕ хыпарсем пĕлĕн.
Ну, мăшăрăм, аттеçĕм, ырă-ырă асаттепе кукаçи, эпир сана 80 çулхи юбилейпе чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм та телейлĕ кун-çул, иксĕлми телей сунатпăр. Ÿлĕм те хальхи пек патвар çÿремелле пултăр. Пирĕншĕн эсĕ яланах чи юратнă та çывăх çын пул.
Эпир сана çивĕч ăсушăн, пире вĕрентсе пулăшса пынăшăн, чун ăшшишĕн чĕререн тав тăватпăр.
–Тавах, сирĕн те, ман пекех, чипер сывлăхпа çÿремелле пултăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика