АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-кăвар хăрушлăхĕ çав тери пысăк (Общество)

03 августа 2010 г.

Иртнĕ вырсарнире 16 сехетелле Тăвайри кирпĕч заводĕнче пушар пулчĕ. Чĕрĕ кирпĕче кушăхтармалли 7-мĕш номерлĕ сарай, резин шифер витнĕскер йăлт çунса пĕтнĕ (1198 тăваткал метр). Унсăр пуçне тепĕр сарайне сиенленĕ. Çынсем çийĕнчех сисейменнипе пушара хирĕç кĕрешекен чаçе инкек пирки кая юлса пĕлтернĕ. 3 автомашина харăс кăларса янипе кăна вут-çулăм çулне пÿлнĕ, ытти сарайсем çине сиксе ÿкме паман.
Инкек сăлтавĕ – иртен-çÿрен сигарет тĕпне лайăх сÿнтермесĕр типĕ курăк çине пăрахса хăварнинче пуль теççĕ. Сарайсем çумĕпе çынсем дачăсене çÿреççĕ.
Çĕр-шывра вут-кăвар хăрушлăхĕ çав тери пысăк пулнине шута илсе чрезвычайлă лару-тăру туса хунă. Чулхула, Рязань, Мускав облаçĕсенче темиçе ял тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайнă. Хамăр районта та июлĕн 29-мĕшĕнче Тенеяль хутăрĕ патĕнче çунакан типĕ курăкран вут-çулăм чутах тырă пуссине ярса илмен. Юрать ял-йыш вăхăтра асăрхаса пушар машини çитнĕ çĕре инкеке сирсе янă.
Кăçалхи 7 уйăхра район территорийĕнче 11 хутчен пушар пулнă, инкекре 3 çын кун-çулĕ татăлнă.
Çаплах асăрхаттарса калас килет: тархасшăн, вăрман тăрăхĕсенче, курăк çинче кăвайт таврашĕ ан чĕртĕр. Çунакан шăрпăка, сигарет тĕпĕсене лайăх сÿнтермесĕр çĕр çине ан пăрахăр. Халĕ курăк типĕ, тар пек хыпса илме, ним мар ял хĕррине çунса çитме пултарать. Инкек хăрушлăхне пурин те ăша хывса пурăнмалла.
Тепĕр пысăк çитменлĕх: ялсенче, çав шутра район центрĕнче уйрăмах, кÿлĕ-пĕве çителĕксĕр. Ĕлĕк кашни хуçалăх хапха кутĕнче каткапа шыв тытнă, çĕрлехи вăхăтра ял çыннисем урам хуралĕ, 10 кил хуралĕ тăнă. Ял-йыша инкек çинчен паллă пама чан çапмалли вырăнсем йĕркелемелле. Урамсене, кил-çурт таврашне çÿп-çапран, утă-улăм юлашкинчен, типĕ çулçăсенчен шăлса тасатса тăмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика