30 июля 2010 г.
Районти футбол чемпионачĕ хĕрсех пырать. 10 тур хыççăн тăвайсем 24 очко пухрĕç. Юлашки вăйăсенче вĕсем “Лидертан” 4:3, элпуçсенчен 9:2 шутсемпе выляса илнĕ. Иртнĕ турта киччĕсем каллех сенсаци тунă. Вĕсем малтисен шутĕнче пыракан нăрвашсене 3:1 шутпа парăнтарнă. Киччĕсем хăнари тĕл пулăва 16 машинăпа ларса кайнă, футболистсем кăна мар, болельщиксем те йышлăн пынă.
Тăрмăшсемпе нăрвашсен 21-шер, киччĕсен – 19, “Лидерăн” – 18 очко.
Çак шăмат кун тăвайсем тăрмăшсене, нăрвашсем “Лидера” йышăнаççĕ.