АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малалла алхасма паман (Происшествия)

30 июля 2010 г.

Çу шăрăх та типĕ тăни пурне те тимлĕ пулма хушать. Акă Чăвашрадиопа та, телевизорпа та кашни кунах темиçе хутчен те çанталăк шăрăх тăнине пула пушар хăрушлăхĕ пысăк пулни çинчен асăрхаттарсах тăраççĕ. “Ял ĕçченĕ” те пĕрмаях çырать ун пирки. Анчах та хăш-пĕр чунсăр çынсем çакна темшĕн асра тытмаççĕ, хăйсене майлă ăнланса е пĕлмене хывса тĕрлĕ çĕрте вут-кăвар чĕртеççĕ. Сăмахран, иртнĕ эрнере Йăнтăрчă ялĕ патĕнчи пушар та çакна çирĕплетсе парать. Çапла Вырсарни текен вырăнта сĕрĕм тухнине асăрхарăм. Кунта “Луч” хуçалăхăн çичĕ гектар ытларах люцерна ани, ăна пĕр хутчен çулса илнĕ. Ана хĕрринчи начар курăклă вырăнсене вара çулмасăр хăварнă. Унпа юнашарах вăрман тата çаранлă вырăн. Вăл та малтан люцерна ани пулнă. Юлашки çулсенче кивелнĕ, унта халĕ тĕрлĕ курăк ÿсет. Чăн та, лайăх курăклă çĕрте çулса илнĕ, хĕррисене тивмесĕр хăварнă.
Эпĕ шутларăм, пĕр-пĕр çын çав çулмасăр хăварнă лайăх мар курăксене вут чĕртсе, хăй пăхса тăрса, асăрханса çунтарать пулĕ тесе. Анчах та сĕрĕм вăйлансах пычĕ, çулăм явăнса çунма пуçларĕ. Эпĕ вара, кĕреçе илсе, унта васкарăм. Çынсем те чупма пуçларĕç. Çулăм вăйлансах пычĕ. Эпĕ çунакан вырăна çитнĕ çĕре вăл йывăç посадки патнелле çиле хирĕç чармалла мар вăйлăн талпăнатчĕ. Шкулта вĕренекен ачасемпе пĕрле йывăç тураттисем хуçса тунă милĕксемпе çапа-çапа сÿнтеретпĕр çулăма. Кунта Геннадий Алексеевич Фомин ĕçе тĕрĕс йĕркеленине палăртмалла. Вăл çамрăксене лартнă хыр-чăрăшпа юмансене çунма памалла маррине ăнлантарнă, çавăншăн кĕрешме хушнă. Эпир, вăй хурса, çулăма алхасма памарăмăр. Геннадий Алексеевич çав вăхăтра çынсене ял енне талпăнакан çулăма пÿлме ертсе кайнă. Çапла чартăмăр пушара. Çынсем çийĕнчех васкавлă пухăнман пулсан, пушар вăрмана çеç мар, ялăн тăвайкки кассине те нумай шар кăтартма пултарнă.
Ял çыннисем – Шаймановсем, Евдокимовсем, Кондратьевсем, Салминсем, Воробьевсем, Матвеевсем, Егоровсем, Ивановсем, Уськинасем çемйипех пынă вут-кăвара сÿнтерме тата питĕ хастар кĕрешрĕç. Эпĕ кунта, тен, пурне те асăнса та хăвараймарăм пулĕ, вĕсенчен каçару ыйтатăп. Çапах та пушара сÿнтерме хутшăннă çынсене пурне те чĕререн тав сăмахĕ калас килет.
Мана темшĕн иртнĕ пурнăçăн лайăх енĕсем пĕрмаях аса килеççĕ. Акă, тĕслĕхрен, инкек пулать – пушар тухать. Çакăн пирки халăха çийĕнчех нимĕнпе пĕлтерме те çук хальхи пурнăçра. Вырăнти радиона пĕтерчĕç. Ялта кашни урамрах унччен чан çапма янăракан тимĕр çакса хунă пулнă. Халĕ çак япаласем пĕри те çук тесен те юрать. Унсăр пуçне ялти Шарлă çырминче 10–12 пĕве шыв пухса тăнă. Ăна колхоз пĕвелеттернĕ. Халĕ вара колхозĕ те çук темелле, шывне те пĕвелеме пăрахрĕç.
Пушара сÿнтерме çынсемсĕр пуçне икĕ пушар машини хутшăнчĕ, вĕсем питĕ кал-кал ĕçлерĕç, маттур пулчĕç. Анчах та çĕрĕк йывăçсем, тункатасем шалтан лайăх сÿнсе пĕтменнипе вут-кăвар тепĕр кунне каллех чĕрĕлме тытăнчĕ. Вара хамăн ачасене каларăм та, вĕсем кĕреçесемпе кайса тăпрапа хупласа сÿнтернĕ.
Çакăн хыççăн должноçри çынсен халăха пухса профилактика тĕлĕшпе калаçу ирттерсен те вырăнлă пулнă пулĕччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика