30 июля 2010 г.
Патăрьелĕнче пушар сÿнтерекенсен зонăри ăмăртăвĕсем пулнă. Унта Йĕпреç, Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк, Шăмăршă, Тăвай районĕсен командисем хутшăннă. Пирĕн район чысне Тăвайри 45-мĕш пушар чаçĕнче ĕçлекенсем – В.Борисов, А.Ананьев, С.Моисеев, А.Семенов, Г.Федоров, Ю.Алексеев хÿтĕленĕ.
Тупăшăва кĕрсе, малтанах пушар сÿнтерекенсем чăрмавсемпе 100 метрлă дистанцие чупса тухнă. Хÿме урлă сиксе, пĕрене тăрăх чупса каçнă, аллисенчи насус пыршине хăвăрт салатса пĕр вĕçне агрегатран, тепĕрне ствол çумне сыпăнтарнă. Кал-кал та вăр-вар пулнă тăвайсем, çавăнпа команда ку енĕпе пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ.
Çуртăн тăваттăмĕш хутне пусмапа йăпăр-япăр хăпарассипе те пирĕн пушар сÿнтерекенсем хастарлăх кăтартнă, команда 2-мĕш вырăн йышăннă.
Унтан виççĕмĕш хутри чÿрече патне виçĕ сыпăклă пусмапа икшерĕн улăхнă. Тăвайсем ку хутĕнче те 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ.
Машинăпа шыв тултарса вут-кăвара сÿнтерме хăвăрт хатĕрленсе çитессипе те район команди (улттăн) малтисенчен пĕри пулнă – виççĕмĕш вырăна тухнă.
Ырă хыпар савăнтарать, хал кÿрет. Пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн, тăвайсем пуринчен те маттуртарах пулни, мала тухни палăрнă. Йĕпреçсемпе патăрьелсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Комсомольскисем ăмăртура 4-мĕш, елчĕксем – 5, шăмăршăсем 6-мĕш вырăн йышăннă.
Çапла вара тăвайсем августăн 6-мĕшĕнче Çĕрпÿ хулинче иртекен республикăри тупăшăва хутшăнĕç. Сăмах майăн асăнсан, пĕлтĕр республикăри ăмăрту Кÿкеçре иртнĕччĕ. Ку шайри кĕрешÿ кирек хăçан та питĕ çивĕч. Апла пулин те, пысăк ăсталăхпа пĕлÿ тата вăр-варлăх кăтартса, пирĕн Тăвайри пушар чаçĕн команди 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕччĕ.
Пулăшакансене те асăнмасăр хăварар мар. Районти пушар чаçĕн коллективĕ пушар сÿнтерекенсен Патăрьелĕнчи зонăри ăмăртăвне кайса килме пулăшу панăшăн “Тăвайри кооператив” потребобществăна (ертÿçи В.Н.Федоров) тата Г.С.Сергеев предпринимателе тав тăвать.
Çавăн пекех кăçалхи апрель уйăхĕнче пирĕн коллектива Шупашкар хулинче иртнĕ художество пултарулăх коллективĕсен республикăри смотр-конкурсне кайма автобус парса пулăшнăшăн Тăвайри “Дорстрой” обществăна (ертÿçи В.В.Васильев) кая юлса та пулин тав тăватпăр. Ун чухне те Тăвайри пушар чаçĕн коллективĕ 1-мĕш вырăн йышăннă. Смотр-конкурса вара коллективран дежурство тăракансемсĕр пуçне пурте хутшăннă.