30 июля 2010 г.
Вар-хырăмран юн тымарĕсем патне ĕçнĕ хыççăн икĕ минут иртсен çитет эрех. Унтан организмăн ытти клеткисене саланать. Чи малтанах пуç мими аптăрать хаяр шĕвеке пула. Çыннăн сисĕмлĕхĕ чакать çакăн хыççăн, нерв системи сиенленет, эрехçĕ хăйне контроллейми пулать. Вăхăт иртнĕ май хаяр шĕвек пĕтĕм органсене саланать, çын усăсăр кулма, хăйне вăхăтлăха çăмăлрах туйма, тĕллевсĕр хусканусем тума, унталла-кунталла сулкаланма пуçлать.
Алкогольлĕ шĕвек организмра 0,04–0,05 процента çитсен пуç мимин тулаш сийĕ ĕçлеме пăрахать, çын хăй ăçта пулнине чухлайми пулать. Эрех юнра 0,1 процент пулсан, пуç мимин ытти пайĕсем те сиенленеççĕ. Алкогольлĕ шĕвек 0,3 процента çитсен, çын хăй курнине, илтнине пачах ăнланайми пулать. 0,4 процент чухне вара тăнне çухатать. Вăл çывăрса каять, тикĕс сывламасть, хăй сисмесĕрех шăрса ярать, туйми пулать. 0,6–0,7 процентпа çын вилсе кайма та пултарать.
Хăвăра çапла тарăн çырма хĕррине ан çитерĕр. Пурнăç илемĕпе май килнĕ таран ытларах савăнма тăрăшăр. Эрехпе черккене хăвăр умăртан айккинелле илсе лартăр, алкогольлĕ шĕвексене паянах ĕçме пăрахăр.