30 июля 2010 г.
Халăхра кĕр пуçтарать, теççĕ. Вырма шăпах çак тĕллеве пурнăçлать. Кăçал та, иртнĕ çулхи пекех, тырă пухса кĕртессипе “Акконд-агро фирма” общество ĕçченĕсем пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ, ку вăхăтри хĕрÿ ĕçсене комплекслă туса пыма вăй хураççĕ. Тыррăн ытларах пайне çапса пухнă та ĕнтĕ вĕсем, тухăç, типĕ çанталăка пула халичченхи пек пысăк мар пулсан та, кашни гектартан вăтамран 13–14 центнертан кая мар тухать çапса илекен лаптăксенче. Хăш-пĕр уйсене вара выльăх апачлĕх те çулнă. Ĕнер аккондçăсем малтан акнă пусăри çурхи тулла çапса тĕшĕлетчĕç. Ытти ĕçсене те пĕр вăхăтра комплекслă туса пыма тимлетчĕç. Çавăнпа “Дон–1500” комбайнсем тырă çапса илнĕ хыççăнах рулонлă икĕ преспа улăмне çийĕнчех рулонласа, машинăсемпе турттарса пыраççĕ. Уй пĕр вăхăтрах тасалса юлать тата улăм та выльăх апачлĕх çийĕнчех пуçтарăнать.