АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпейлĕх – ял сăн-сăпачĕ (Общество)

30 июля 2010 г.

Тирпейлĕх – ял сăн-сăпачĕ (Общество)

Тирпей-илем пур çĕрте хĕрт-сурт хуçаланать, теççĕ. Ку вăл уйрăм кил-çуртпа кăна мар, уйрăм ялпа илсен те çавах ĕнтĕ. Камăн таса та хăтлă, йывăçлă та тирпейлĕ урамра е ялта пурăнас килмĕ.
Чутей ялĕнче Ленин, К.Маркс, Чапаев, Гагарин, Киров, Молодежнăй урамсем, Суворов пралукĕ тата ыттисем те пур. Асăннă урамсемпе иртнĕ кунсенче çÿрерĕмĕр эпир, вĕсенче пурăнакансем тирпей-илемшĕн, тасалăхшăн мĕнле тимленипе интереслентĕмĕр. Çынсем пурнăç йывăрлăхĕсене пăхмасăрах тăрăшни сисĕнет: кам пикенсех çурт-йĕрне çĕнетет, хуралтăсем çавăрать, кам умри пахчине кирпĕчпе тимĕртен янтăланă, çÿллĕ антеннăсем вырăнне “турилккесем” вырнаçтарнă тата ытти те. Ку чухнехи ялта улшăнусем çук мар ĕнтĕ. Сăмах майăн асăнсан, Чутейрех Билайн компани хăйĕн тимĕр каркасконструкцисенчен тăракан çÿллĕ вышкине вырнаçтарма хатĕрленет. Халĕ унăн сыпăкĕсене майлаштаратчĕç специалистсем.
Урамсем, пахчасем йывăçлă пулни куçа тÿрех курăнчĕ Чутейре. Çимĕç йывăççисем те, ыттисем те ÿсеççĕ кил пахчисемпе урамсенче тата çырмасенче. Ирĕклĕ çĕрте урамрах карта çавăрса пысăках мар йывăç-тĕм лаптăкĕсем хывнине те асăрхарăмăр. Çав вăхăтрах тĕрлĕ ăпăр-тапăр япăхса, сапаланса выртнине курсах каймарăмăр. Çÿп-çап куписем те куç умне пулмарĕç. Çÿп-çапа, тĕрлĕ ăпăр-тапăра çăва тухсан михĕсемпе е трактор тележкисемпе пухса турттарнă, терĕç. Çак ĕçе çу каçах куçран вĕçертмеççĕ имĕш ял поселенийĕнчисем. Уйрăм çынсен техникипе ĕç хатĕрĕсене шута илмесен, тимĕр-тăмăр куписем те куç тĕлне пулсах каймарĕç. Тимĕр-тăмăра Чутейпе Çĕнĕ Ишпуç ялĕсенче Чутей çынни И.В. Зайцев пухать иккен. Чутей ял поселенийĕн специалисчĕ Л.В.Кузнецова каланă тăрăх, ачасем ăна хаваспах пухса параççĕ. Çитĕннисем те айккинче тăмаççĕ, паллах.
Хăй вăхăтĕнче килти çÿп-çапа çырма пуçĕсемпе хăяккăнĕсене, пĕр-пĕр урама пырса кĕнĕ çĕре, тăкăрлăксене тултарнă. Çапла вара никам ирĕк паман свалкăсем пулса тăнă. Тĕслĕхрен, Суворов тăкăрлăкĕнчи, Гагарин урамĕнчи тата ытти хăш-пĕр çĕртисене асăнма пулать. Çавнашкал тасамарлăх вырăнне пĕтерме пĕррехинче район прокурорĕн те хутшăнма тивнĕ иккен. Халь çав вырăнсенче латсăрлăх, йĕркесĕрлĕх, таврана варалани асăрхамарăмăр. Çынсем çакнашкал тума юраманнине ăнланса пыни, тирпей-илем кÿме ытларах та ытларах хутшăнма тытăнни паха. Тасалăхпа тирпейлĕх – сывлăх та, илем те, пурте.
Ялта ĕçлемен, шыв памасăр “кутăнланса” ларакан шыв колонки е вĕсем таврашĕнчен ĕçмелли шыв юхса выртнине пĕрре те асăрхамарăмăр. Хамăр тĕрĕслесе пăхнă колонкăсем хаваспах шывне сĕнчĕç. Урамсенче тĕл пулнă çынсемпе те калаçрăмăр: шыв ыйтăвĕ пăшăрхантарнине шарлакан пулмарĕ. Юрий Витальевич Беловсен тĕлĕнчи колонкăран та пĕр çамрăк витрисене кăмăллăн шыв тултаратчĕ. Сăмах майăн асăнсан, Беловсен çурчĕпе хапхине ÿкерсех илтĕмĕр. Тулашĕнчен аван курăнать вăл, ÿкерчĕксемпех илемлетсе тунă. Сăн ÿкерчĕкре, чăн та, кăштах хăйăр купи курăнать хапха айккинче, анчах ăна купаланă, тавралăх сăн-сăпатне пăссах каймасть. Белов хăй Тăвайра ĕçлет, арăмĕ, Валентина Сергеевна, ялти врач офисĕнче. 2 ача вĕсен, хĕрпе ывăл, пĕри Шупашкарта вĕреннине каларĕç. Юнашарти Петровсем те кирпĕчрен илемлĕ çурт хăпартнă. Вĕсен 4 ача пулнине пĕлтĕмĕр.
Беловсемпе Петровсем пурăнакан К.Маркс урамĕнчехчĕ пулас, тĕревленĕ юпаран суха тимĕрĕ çакса янă. Ку вăл инкек таврашĕнче (чăн та, ун пеккинчен Турă сыхлатăр) чан çапса халăха пĕлтермелли хатĕр ĕнтĕ. Вĕсем кашни урамрах пулсан та пăсмĕччĕ. Укçа-тенкĕ ыйтмасть вĕт.
Чутей ялĕнче “Тăвайри кооперативăн” суту-илÿ центрĕсĕр пуçне Удача, Илем, Фортуна суту-илÿ точкисем те пур. Вĕсен тата ялти клуб таврашĕнче чечек клумбисем хывсан е чечек тумбисем лартсан аван курăнмалла пек. Мĕншĕн тесен, илем – илĕртÿллĕ. Тăвайри “Сахарок” суту-илÿ центрĕ çывăхĕнчи Обаськинсен киоскĕ умĕнче авă çатанласа тунă чечек вырăнĕ те пур, тумбăсенче те чечексем илем кÿреççĕ. Клуб таврашĕнчи лапам вырăнта, пушă çĕрте, йывăçсем лартса чĕртсен те аван пулмалла. Райпо магазинĕ айккинчех çÿп-çап пухмалли контейнер вырнаçтарнă. Ялта вĕсене тĕрлĕ çĕре пиллĕк те лартнă, теççĕ. Эпĕ хам виççĕшне куртăм. Райпо магазинĕ айккине лартни тулса кайнă, çавăнпа унти япаласем таврана вĕçсе сапаланаççĕ. Вăхăтра пушатса тăманран шăршă та пур. Кунта, пирĕн шутпа, пĕр контейнер тивĕçтереймест, юнашарах тепре лартсан вырăнлă пулмалла.
Молодежнăй урам пуçĕнче те пур çавнашкал контейнер, вăл тулса тăкăнма тытăнайманччĕ-ха. Унтан темиçе метрта тенĕ пек ГРП (çут çанталăк газне валеçекен пункт) вырнаçнă. Веçех ашкăракан курăк ăшĕнче вĕсем. Эпир унта пынă чухне вут тивсе илнĕччĕ. “Ирхине такам чĕртнĕ”, – терĕç урамран тухакан икĕ арçын. Сисрĕр пулĕ – ку типĕре хăрушлăх пысăк. Пушар машинине чĕнсе илме пулчĕç ял поселенийĕнчисем. Çапла тунă та кайран, ялти Олег Васильевăн пушар машинипе тата Тăвайран пынипе сÿнтернĕ терĕç ăна. Кайран та пăхсах тăнине каларĕç вут-кăвар тепĕр хут амаланса каясран сыхланса. Анчах ку вырăнта кунашкалли татах та пулса тухма пултарать. Çавăнпа, тен, ашкăрса ларакан курăка та çулмалла пулĕ, тен сухаламалла та, контейнера та урăх вырăнарах вырнаçтармалла. Шутласа пăхни тивмест. Яла пырса кĕнĕ çĕрти свалка та çунатчĕ. Вăл пĕр кун çеç мар сĕрĕмлет иккен. Свалки, паллă-ха, лицензи илсе йĕркелени мар.
Кÿлĕсемпе пĕвесем сахал мар Чутей ялĕнче. Иккĕшне-виççĕшне ял поселенийĕ тăрăшнипе иртнĕ кĕркунне чавса тарăнлатнă, çав шутрах ялти клуб çывăхĕнчине, Николаев урамĕнчине те. Унта халĕ хур-кăвакал ыр курать. Анчах тăприне турттарса тухман, тикĕслемен е удобрени вырăнне те усă курман. Маловсен çывăхĕнче пĕвелени вара, кăçалхи шăрăха тÿсеймесĕр-ши, типсе ларнă. Иван Малов, сăмахран, пĕвесем тума хăй те техникăпа пулăшма пултарать.
Ялта тирпей-илем кĕртессипе ĕçлени сисĕнет пулин те, хăш-пĕр çĕрте йĕркене кĕртсе çитермелли çук мар-ха. Тирпей-илем кĕртесси, тасалăхшăн тимлесси куллен тата çуллен туса пымалли ĕç. Çавăнпа ку тĕлĕшпе пĕрмай ĕçлемелле.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Беловсен хитрелетнĕ çурчĕ.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика