АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Автомототранспорт хатĕрĕ” мероприяти (Правопорядок)

27 июля 2010 г.

Ку вăл Чăваш Республикин территорийĕнче профилактика тĕлĕшпе 2010 çулхи июлĕн 22-мĕшĕпе августăн 2-мĕшĕ хушшинче ирттерекен мероприяти.
Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри ГИБДД подразделенийĕсенче пурĕ 256245 автомототранспорт хатĕрĕ регистраци учетĕнче тăрать, çав шутран мототранспорт – 6382, харпăр хăй çынсен аллинче – 199656 единица.
2010 çулта мототранспортпа кăна 34 çул-йĕрпе транспорт инкекĕ пулнă, вĕсенче 2 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă тата 41-шĕ аманнă.
Халĕ те ГИБДД сотрудникĕсем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн куçăмне тĕрĕсленĕ чухне техника тĕлĕшĕнчен юсавсăр тата çирĕплетнĕ йĕркепе регистрацилемен мотоциклсемпе усă курнă тĕслĕхсене тупса палăртаççĕ. Уйрăмах яллă вырăнсенче тăтăшах тĕл пулаççĕ çакнашкал тĕслĕхсем. Мотоциклсене патшалăх техосмотрĕ кăларманни ку тĕлĕшпе ПТО кăтартăвĕсене – çул-йĕр куçăмĕн хăрушсăрлăхĕн тĕп кăтартăвĕсенчен пĕрне пĕчĕклетет. Çакă вăл çул çинче инкексем пулма пултарассипе тÿрремĕнех çыхăннă тата вăрлаççĕ те. Çапла, сăмахран, кăçалхи 6 уйăхра республика территорийĕнче автомототранспорт хатĕрĕсене çаратнă тата вĕсемпе законлă мар усă курнă 118 тĕслĕхе регистрациленĕ, çак шутран 24,5 проценчĕ халĕ те шыравра-ха. Вĕсене тупса палăртас тата право йĕркине пăснă çакнашкал тĕслĕхсене сирсе ярас тĕллевпе хушма профилактика мероприятийĕсем ирттерме кирли курăнать. Çавăнпа “Автомототранспорт хатĕрĕ” профилактика мероприятийĕ вăхăтĕнче вĕсен хуçисене асăннă ĕçĕн тĕллевĕсемпе задачисем, патшалăх техосмотрĕ тухмалли тата усă курма юрăхсăр автомототранспорт хатĕрне утилизаци тумалли йĕркесем çинчен аса илтеретпĕр, тивĕçлĕ сроксенче техсомотра тăратман, ГИБДД подразделенийĕсенче регистрацие тăман тата шыраври автомототранспорт хатĕрĕсене тупса палăртма тивĕçлĕ службăсем кил тăрăх çÿрĕç, гараж кооперативĕсенче тата юсав объекчĕсемпе вырăнĕсенче те пулĕç. Йĕркене пăсакансем тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн законодательствипе килĕшÿллĕн мерăсем йышăнĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика