27 июля 2010 г.
Йĕркесĕр шăрăх тăнине пула Раççейре, çак шута Атăл тăрăхĕнчи регионсем чи малтан кĕреççĕ, пысăк йывăрлăх тÿсеççĕ, çавна пула хамăр çĕр-шывра кăна мар, тулашри тырă рынокĕнче те лăпкă мар, тырă хакĕсем ÿссе пыраççĕ. Тырă апокалипсисĕ пуласса кĕтсе çăнăхпа çу хакĕсем хăпараççĕ. Типĕ çанталăкран нуша тÿсекен регионсем пĕрин хыççăн тепри чрезвычайлă лару-тăру режимĕ туса хуни çинчен пĕлтереççĕ. Унашкал регионсен хисепĕ çирĕм ултта çитнĕ, çак шута пирĕн Чăваш Республики те кĕрет "республика шутĕнче, пĕлетпĕр ĕнтĕ, пирĕн район та пур". Çĕр-шывра типĕпе шар курнă тырă лаптăкĕсем вунă миллион гектартан та иртеççĕ (пĕлтĕр сăмахран, тĕш тырă культурисен лаптăкĕсем çĕр-шывра 47,5 млн. гектар йышăннă). Тыррине 97 млн. тонна таран пухса илнĕ пĕлтĕр. Кăçал вара, халех паллă, тухăç чылай сахалрах пулать. Раççей ял хуçалăх министерстви маларах прогноз туса палăртнă 85 млн. тоннăран та сахалрах пухăнать, теççĕ экспертсем. Çакăнпа пĕрлех çĕр-шывра умĕнхи çулхи тухăçсенчен хывса хăварнă 24 млн. тонна тырă запасра пур. Ку вăл çитменнине саплаштарма, хаксене йĕркелеме май памалла.
Халĕ типĕ çанталăк мĕн чухлĕ тăкак кÿнине шута илеççĕ. Çухатусене нуша тÿсекен кашни регионтах палăртаççĕ, патшалăх вĕсене саплаштарма пулăшасса шанаççĕ. Çĕр-шыври В.В.Путин премьер-министр та ку тĕлĕшпе вăраха ямасăр тимлĕ ĕçлеме кирлине палăртрĕ. Пирĕн Тăвай районĕпе илес пулсан та çухату пĕчĕк мар: типпе пула 7001 гектара списать тума тивнĕ, çакăн тăкакĕ 84 млн. тенкĕ ытла.
Паллах, тырă хакĕ те малалла хăпармасăр тăма пултараймасть, теççĕ экспертсем. Виççĕмĕш класлă туллăн пĕр тоннине 5,5 пин тенкĕрен йÿнĕрехе сутни вырăнсăр, тĕллевлĕ мар пулĕ, палăртаççĕ вĕсем. Пĕлтĕр региона кура унăн хакĕ 2,4–3,3 пин тенкĕрен иртмен. Анчах нумайăшĕ çапла шутлать: тырă хакланни çакă унран хатĕрленĕ продукцие туянакан потребительсемшĕн пит палăрмалла мар.