АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек патне илсе ан çитертĕр (Общество)

27 июля 2010 г.

Инкек патне илсе ан çитертĕр (Общество)

Урамра – шăрăх, пăчă. Кун пек чухне пĕтĕм чĕрĕ чун шыв хĕрне туртăнать: чÿхенсе кĕлеткене уçăлтарма, пиçсе хĕртĕнме, канма... Анчах шыв çăмăлттайлăха, вырăнсăр шÿте, эрехпе иртĕхнине, шухăшсăрлăха каçармасть. Çакна нихăçан та асран кăларас марччĕ.
Ырлăхпа пĕрлех инкек те кÿме пултарать халĕ çеç асăрхаттарнине мансан. Ишме пĕлмесен паттăрланма кирлĕ мар. Шыв хĕррине пĕчĕк ачасемпе кайсассăн вĕсене куçран ан вĕçертĕр. Пĕлтĕр шыва кĕмелли вырăнсене кирлĕ пек хатĕрлеменрен 19 çын путса вилнĕ, вĕсенчен иккĕшĕ – ача, 13-шне, вăл шутран – 5 ачана вилĕмрен хăтарнă. Хăрушă инкексем кăçал та чылай пулнă республикăра. Шел те, район территорийĕнче июль уйăхĕнче кăна 3 çын путса вилнĕ.
Шыври çын шар курнине асăрхасан мĕн тумалла-ха. Тÿрех çăлавçăсене чĕнĕр. Вĕсем çук-тăк – пулăшу ыйтса кăшкăрăр, çынсене пĕлтерĕр, “Васкавлă пулăшăва”, милицие шăнкăравлăр. Хăвăр çак вăхăтра путакана çăлма тăрăшăр: хăва, йывăç вулли е шывра путман мĕн те пулин пăрахса парăр, вĕрен е кантра ывăтăр, çирĕп тытма ыйтса туртса кăларăр. Çынна çăлма шыва хăвăр кĕретĕр пулсан путакан патне хыçалтан ишсе пырăр, аллăртан, урăртан çатăрласа тытма ан парăр. Аллисенчен тытса çÿлелле çĕклĕр, сывлăш çавăрса илме, çыран хĕррине ишме пулăшăр. Çĕр çине илсе тухсан çăлавçăсем е тухтăрсем çитиччен сывлав çулĕсене тасатма, тăна кĕртме (çухатнă пулсан) тăрăшăр. Шар курнă çыннăн куç шăрçи пĕчĕкленсен, ÿчĕ хĕрелсен, чĕре таппи палăрма тытăнсан ăна вĕри чей ĕçтермелле, ăшă чĕркесе сиплев учрежденине çитермелле.
Шыва кĕни инкек патне илсе ан çитертĕр тесен чăнкă çыран хĕрринче, тĕрлĕ йывăç-тĕмпе ÿссе ларнă вырăнсенче, ăпăр-тапăрпа тулнă кÿлĕре питĕ асăрхануллă пулмалла, тĕрĕсрех, вĕсенче шыва пачах кĕмелле мар.
Шыв 18–20 градус ăшăниччен унта кĕме тăхтамалла, кунне 2–3 хут чÿхенни çителĕклĕ. Чи лайăх вăхăт: 9–12 тата 16–19 сехетсенче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика