АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак çулталăкĕ (Общество)

27 июля 2010 г.

Енĕш Нăрвашри историпе мемориал халăх музейĕнче 2010 çула Салтак çулталăкĕ тесе йышăннă. Тĕпрен илсен, кăçалхи ĕçсене Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейне халалланă. Чи малтанах Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунĕ ячĕпе, нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне, музейри çар пÿлĕмĕнче çĕнĕрен стендсем хатĕрленĕ. Вĕсен шутĕнче – “Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланă ентешсем”; “Чечен Республикинче çарта тăнă салтаксем”; “Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи хыççăнхи, СССР тата Раççей çарĕсенче офицер е прапорщик пулса службăра тăнă шкул выпускникĕсем” тата ытти те.
Майăн 9-мĕшĕ тĕлне вара çар пÿлĕмĕнче 1941–1945 çулсенче Тăван çĕр-шыва хÿтĕленĕ салтаксемпе офицерсем çинчен виçĕ стенд вырнаçтарнă. Унта вăрçă çулĕсенчи тата ун хыççăнхи сăн ÿкерчĕксене кĕртнĕ, кунтах çар çыннисен наградисен удостоверенийĕсемпе тĕрлĕ çар докуменчĕсене, наградăсене курма пулать.
Вăрçă хирĕнче паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă ентешсен стендне çĕнĕрен 12 сăн ÿкерчĕк тупса кĕртнĕ, вĕсен ячĕсене çырса хунă.
Çар пÿлĕмне вăрçă тематикипе çыхăннă çĕнĕ экспонатсем чылай тупса вырнаçтарнă.
Вăрçă çулĕсенче тылра ырми-канми ĕçленĕ, çĕнтерĕве кунсерен çывхартнă тата “1941–1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн” медале тивĕçнĕ ялти салтак арăмĕсемпе “Ача амăшĕ героиня” ята тивĕçнĕ хĕрарăмсене халалланă стенда Республика кунĕ тĕлне хатĕрленĕ. Ăна та сăн ÿкерчĕксемпе пуянлатнă.
Салтак çулталăкĕ малалла пырать. Музее кĕрсе куракансем хăйсен пĕлĕшĕсем, çемйисенчи çывăх тăванĕсем çинчен çĕнĕрен те çĕнĕ материалсем тăратаççĕ, малашне те вĕсене кăмăлпах йышăнăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика