27 июля 2010 г.
Иртнĕ шăматкун район администрацийĕн залĕнче чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас тата асăрхаттарас, районта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес, тĕш тырă культурисене пухса илес тата выльăх апачĕ хатĕрлес ыйтусемпе канашлу иртнĕ, унта ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.
Сăмах илсе, Тăвай районĕн пуçлăхĕ Н.И. Иванов хальхи çивĕч ыйтусене пĕрле сÿтсе явма тата чрезвычайлă лару-тăру кăларса тăратнă йывăрлăхсене пĕтерме тивĕçлĕ мерăсем йышăнма кирлине, тырă пухса кĕртессипе тата выльăх апачĕ хатĕрлессипе çине тăрса ĕçлемеллине палăртнă. “Халĕ уйри тухăçа пĕтĕмпех çухатусăр пухса илни кирлĕ. Уйра пĕр ывçă улăм та, утă та хăвармалла мар. Ял хуçалăх предприятийĕсенче те, çынсен кил хуçалăхĕсенче те выльăхсен йышне упраса хăварма васкавлă мерăсем йышăнмалла. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен ял халăхĕн выльăхне, вĕсене хĕл каçарма мĕн чухлĕ апат кирлĕ пулнине шута илмелле, ял хуçалăх ертÿçисен халăха сутма утă-улăм уйăрмалла”, – тенĕ Николай Ильич.
“Шимкусский” ЯХПК ертÿçи, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Ю.А.Алексеев халăха хăйсене улăм пухса кĕртме уйсем уйăрса пама хатĕррине пĕлтернĕ.
Канашлура чрезвычайлă лару-тăру тăкакĕсен калăпăшне чакарассипе йышăнакан мерăсем, районти ял хуçалăх организацийĕсенче ял хуçалăх культурисем мĕн чухлĕ пĕтни, выльăх апачĕ хатĕрлессипе тырă пухса кĕртесси мĕнле пулса пыни çинчен район администрацийĕн АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.А.Ванерке каласа панă.
Канашлура Тăвай районĕн пуçлăхĕ йышăннă “Район территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăру режимĕ туса хурасси çинчен” постановление пурнăçланипе çыхăннă ытти кирлĕ ыйтусене те сÿтсе явнă.