27 июля 2010 г.

Ĕнер район пуçлăхĕ Н.И.Иванов Енĕш Нăрвашра Московскăй тата Токсин урамĕсенче асфальт çул сарнă çĕре çитсе кунти ĕçсемпе паллашнă.
Çак объект – ял поселенисене комплекслă тата компактлă аталантарас енĕпе йышăннă республика программи шутĕнче.
Çулăн малтанхи черечĕн 650 метрне асфальт сарнă, халĕ хĕррисене йĕркене кĕртеççĕ. Малалла тата 650 метр çул тумалла, анчах та çул варринчи электричество юписем ĕçсене тăсма кансĕрлеççĕ. Район пуçлăхĕ “Дорстрой” обществăн участок начальникне В.Николаева, «Строймонтаж» обществăн мастерне В.Кострова, район администраци пуçлăхĕн çумне Г.Гаврилова, Енĕш Нăрваш ял поселени пуçлăхне Р.Кузьминана ĕçе хăвăртлатма кăтартусем парса хăварчĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: район пуçлăхĕ Н.И.Иванов çул тăвас ĕçсемпе паллашнă вăхăтра.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.