23 июля 2010 г.
Республикăра кăçал 18 çынна çĕлен сăхма ĕлкĕрнĕ. Шăрăх кунсем тата вăрмансем çунни вĕсене юханшывсем çывăхнелле хăвалать. Çул çинче çĕленсем çынсене тĕл пулаççĕ, сăхмасăр иртмеççĕ ĕнтĕ.
Çĕлен сăхнă вырăн ыратать, шыçать. Çыннăн кăмăл пăтранать, пуçĕ çаврăнать, вăйĕ пĕтет. Чĕре ĕçлесси начарланма пултарать. Пÿресене те сиен кÿрет çĕлен наркăмăшĕ.
Çĕленсене тытма ан тăрăшăр. Пăрăнса иртĕр вĕсенчен. Вăрмана вăрăм кунчаллă резина атă тăхăнса кĕрсен авантарах. Наркăмăш юн тымарĕсем тăрăх мар, мышца чĕлкĕмĕсем урлă сарăлать. Суранланнă вырăнтан кăшт çÿлерех ал айне лекнĕ япалапа вăраха ямасăр çыхса хумалла çавăнпа. Çынна пылак чей е шыв ĕçтермелле, шÿрпе çитерсен те аван. Больницăна хăвăртрах вырттарса леçмелле.