23 июля 2010 г.
Çак халăх сăмахĕсем мĕне пĕлтернине аслăрах ăру çыннисем никамран лайăхрах чухлаççĕ пулĕ. Мĕнле кăна çаврăнман самана çавраçилĕ: выççи, вăрçи, асапĕ, çити-çитми пурнăçĕ – пурне те чăтса-тÿссе ирттерме пултарнă вĕсем. Чăваш хĕрарăмĕн тÿсĕмлĕхĕ, ĕçченлĕхĕ вара чăннипех те мухтава тивĕçлĕ. Турикас Тушкилте пурăнакан Нина Игнатьевна Игнатьева ĕç ветеранĕ пирки те çакнах каламалла. Çичĕ теçетке урлă каçнă пулсан та, ватă çын теме чĕлхе-çăвар çаврăнмасть ăна. Кĕлеткерен çирĕп, утти вăр-вар, ĕçре тепĕр-тепĕр çамрăкран та ирттерет.
Вăрçă пуçланнă чух сакăр çула çитнĕскерĕн ачаллах йывăр ĕçе кÿлĕнме тивнĕ. 1947 çулта ялти 7 класлă шкула “пиллĕк” паллăсемпе кăна вĕренсе тухнă вăл. Шупашкара кайса учителе вĕренес кăмăл пулнă унăн. Шел пулин те, ĕмĕчĕ пурнăçланайман. “Анне автобус укçи тупса параймарĕ”, – аса илет Нина Игнатьевна. Уйра çĕр выртсах тырă вырни, килти вăкăрсемпе ял тата Нар çырмисем урлă Вăрмара тырă леçни çинчен те каласа кăтартрĕ.
Вăрçă вĕçленсен “Рассвет” колхозăн коксагыз туса илекен ятарлă çамрăксен бригадинче вăй хунă Нина. Çак культурăран резина хатĕрленĕ, тет вăл. “Насаркка çырмине акнăччĕ ăна. Вăрри кукша пуçăнни пек. Вăхăтра пухса илеймесен – вĕçсе каять. Вăррине пухса, кĕркунне тымарне кăларса патшалăха панă. Уншăн супăнь, калуш паратчĕç”, – иртнине куç умне кăларчĕ ĕç ветеранĕ.
Аслă пахчара купăста, помидор, Шăхаль тăвайкки айĕнче хăяр, турнепс йăтăнса пулнине Тушкилпе Ямпулат ялĕсенчи çынсем халĕ те астăваççĕ. Улахран кĕрсен хĕвел тухичченех купăста сапма-лартма кайни те асĕнчех Нина аппан. Учетчицăра ĕçлеме пуçласан вара алран пичатнăй патакĕ кайман. “Уй-хир ĕçĕсене ытларах алă вĕççĕн тунă. Улăма лашапа сĕтĕрттернĕ. Пăрçа нумай акнă. Çынсене виçсе панă. Алăпа çулнă. Тырă анине те виçсе таптаса панă. Кунне çĕршер çын ĕçленĕ”, – аса илÿ çăмхине малалла сÿтет Нина Игнатьевна.
1974 çулта сурăх фермин заведующине суйланă хастар хĕрарăма. Унта вара вăл 14 çул, мĕн пенсие кайичченех, чунне парса тăрăшнă. Ара, ăсти мĕнле, ĕçĕ çапла темеççĕ-и-ха ваттисем. Тăрăшсан сăрт çинче те тулă пулать, тенĕ. Пĕр-икĕ çултанах “Районти чи лайăх ферма заведующийĕ” ята çĕнсе илнĕ Н.Игнатьева. Сурăх ферминче тăрăшнă çулсенче çавăн пекех “Професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи”, “Чувашхмельпром” пĕрлешÿри чи лайăх сурăх пăхакан” ятсене, ВДНХн пăхăр медальне, ЧР Министрсен Совечĕн Хисеп грамотине, ăмăрту çĕнтерÿçин Дипломне тата ытти наградăсене тивĕç пулнă. “Игнатьева Нина Игнатьевна, заведующая ОТФ совхоза “Шимкусский”, обеспечившая получение от одной овцы 4,5 кг шерсти, получение и сохранение на 100 овцематок 111 ягнят и выполнение плана производства и продажи шерсти государству”, – вулатăп грамота çинче мĕн çырнине.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 30, 40, 65 çулхи юбилей медалĕсемпе те хакланă патшалăх Нина аппан ĕçне.
Тивĕçлĕ канăва кайни чылай пулин те ахаль лармасть вăл, картиш тулли чăх-чĕп, выльăх-чĕрлĕх, хурт-хăмăр тытать. Мăшăрĕпе, Иван Александровичпа, виçĕ ача – икĕ хĕрпе пĕр ывăл – пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине тăратнă, ытарайми мăнукĕсем, мăнукĕн ачисем çитĕнеççĕ.
Июлĕн 25-мĕшĕнче çитмĕл çичĕ çул тултарать пирĕн юратнă Нина Игнатьевна. Хаклă çыннăмăр! Эпир, санăн çывăх çыннусем, тăванусем, чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунатпăр. Санпа мухтанатпăр, санпа савăнатпăр.