23 июля 2010 г.

Хура çăл (вырăсла – Черные ключи) Тăрмăш ял поселенийĕн çĕрĕ çинче вырнаçнă. Ун çинчен илтмен çын та сахал пулĕ таврара. Кÿлле Чăваш Республикин Хĕрлĕ Кĕнекине кĕртнĕ. Çак пуянлăха сыхламалла, упрамалла пирĕн. Çавăнпа ĕнтĕ эпир, ял администрацийĕнче ĕçлекенсемпе культура ĕçченĕсем, Хура çăла тасатма шутларăмăр. Кÿлĕ таврашĕнчен ăпăр-тапăр куписене кайса тăкрăмăр. Çăл шывне пĕр енĕпе юхмалла пÿлтĕмĕр, каçмине çĕрпе, пĕренесемпе хупларăмăр. Çавăн пекех саксемпе сĕтелсене те типтерлерĕмĕр, шашлăк, хашлама тумалли вырăнсене шăлсах тасатрăмăр.
Тирпейлĕх хамăртан нумай килет. Канма килекен çынсем пурте хăйсен хыççăн тасатса, типтерлесе хăварсан, Хура çăл йăлтăртатса анчах тăмалла. Ĕçлемелли нумай-ха кунта, пĕчĕкрех çăлсене тасатмалла, вут-шанкăна пуçтармалла.
Авалхи йăмрасем кашласа лараççĕ, тĕрлĕрен эмел курăкĕ ÿсет кунта. Анчах çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕ. Ватă йывăçсем çилпе е вăхăт çитнипе хуçăлса ÿкнĕ. Вĕсене пуçтармалла. Ашкăрса ÿсекен вĕлтренсемпе пиçенсене те çулса тасатмалла. Çитес вăхăтрах тепре килесшĕн-ха Хура çăла тасатма. Тасалăх хамăршăнах вĕт.
Тăрăшса ĕçленĕ хыççăн кану саманчĕ пуçланчĕ. Çемье, юратупа шанчăклăх кунне халалласа культура ĕçченĕсем ятарласа хăнана телейлĕ те пĕр-пĕрне юратса пурăнакан мăшăрсене чĕннĕ. Хальлĕхе виçĕ мăшăр пулчĕ: 40 çул пĕрле пурăнакан Михаилпа Роза Андреевсем, Валерийпе Татьяна Ялугинсем (25 çул ытла), Николайпа Любовь Андреевсем (18 çул). Вĕсене эпир ромашка чечек çыххисемпе кĕтсе илтĕмĕр, юрă саламĕ парнелерĕмĕр. Кашни мăшăр хăйсем мĕнле паллашни, çемйи çинчен каласа кăтартрĕ.
Андреевсем кĕрекере тăваттăн – Роза Павловнапа Михаил Андреевич тата Николай Михайловичпа Любовь Власовна пĕр кил-хуçалăхра шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне хисеплесе те килĕштерсе пурăнаççĕ, яланах пĕр-пĕрне ăнланма тăрăшаççĕ.
Виçĕ мăшăрĕ те ял çинче хисеплĕ çынсем. Çакă чăнах та çемьере юратупа шанчăклăх пурринчен килет. Тивĕçлĕ канура пулсан та, Роза Павловнапа Михаил Андреевич ахаль лармаççĕ, кил хушшинче ĕçлеççĕ, çамрăксене пулăшаççĕ. Роза Павловна час-часах “Ял ĕçченĕ” хаçата тĕрлĕрен хыпарсем пĕлтерет.
Татьяна Васильевнапа Любовь Власовна – пуçаруллă та хастар хĕрарăмсем. Ял пурнăçĕпе пурăнаççĕ вĕсем, ялта пулса иртекен ĕçсене яланах активлă хутшăнаççĕ. Татьяна Васильевна – ял поселенийĕн депутачĕ, Любовь Власовна – “Единая Россия” партин вырăнти уйрăмĕн ертÿçи.
Какай шÿрпипе, чăваш сăрипе, курăкран вĕретнĕ чейпе хăналарăмăр хăнасене. Ку уява тинтерех кăна паллă тума пуçланă-ха, малашне ытларах мăшăра явăçтарасшăн.
Тăрмăшра телейлĕ те туслă, пĕр-пĕрне юратса пурăнакан çемьесем сахал мар. Уяв кунĕнче ялти сумлă мăшăра, 50 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнакан Зоя Григорьевнапа Владимир Николаевич Николаевсене “Юратупа шанчăклăхшăн” медаль парса чысларĕç. Ытларах пултăрччĕç çак наградăна тивĕçекенсем.
Сăн ÿкерчĕкре: Хура çăлта уяв вăхăтĕнче.