23 июля 2010 г.
Хĕрÿ ĕç вăхăчĕ тăрать халĕ ялта. Уйрăм хуçалăхсем тырă та вырса çапаççĕ авă. Пирĕн “Красная Чувашия” ял хуçалăх кооперативĕн механизаторĕсем те тĕш тырă комбайнĕсене пикенсех уя тухма хатĕрлеççĕ, кĕр тыррисене çак кунсенчен кая юлмасăр пухса кĕртме тытăнасшăн.
Ку таранччен выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем пычĕç хуçалăхра. Шăрăх та типĕ çанталăка пула пĕлтĕрхи е умĕнхи çулхисене çитеймесен те, выльăх апачĕ май килнĕ таран ытларах хатĕрлесе хума тăрăшаççĕ ял ĕçченĕсем. Паянхи куна мăйракаллă шултра выльăхсем 385 пуç шутланаççĕ хуçалăх ферминче, çав шутран сăваканни 166 ĕне. Выльăхсен, уйрăмах ĕнесен йышне чакарас мар тесе тимлетпĕр. Сĕтрен, кирек епле пулсан та, çулталăк тăршшĕпех тупăш кĕрет хуçалăха. Выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарассишĕн тăрăшса, ку вăхăт тĕлне 257 тонна утă хатĕрлесе приходлама май килчĕ. Уйра рулонласа хуни тата пур-ха, пухмалли те çук мар. Çапла вара çак паха апатăн хисепĕ татах та ÿсет. Утă калăпăшĕ, тен, пĕлтĕрхи шая çитеймесен те, çапах та ăна çывăх пуласса шанатпăр. Сенаж та хывма тăрăшнă. Иртнĕ çулсенче ăна 3–5 траншея таран хывса хăварнă пулсан, кăçал ку йышши апат сахалтарах пулать ĕнтĕ, халĕ шăпах пĕрремĕш траншейăна тултарса хуплатпăр. Выльăх кăшманĕ çук кăçал. Çавăнпа хĕлле выльăх апачĕпе питĕ перекетлĕ пулма тивет. Тыррине çапса илсен, улăмне те çийĕнчех пухса типтерлесе пырĕç.
Выльăх-чĕрлĕх витисене те майĕпен хĕле хатĕрлетпĕр. Ĕне витине шуратнă, урайсене тÿрлетмелле. Холодильнике юсаççĕ. Сĕте пысăк пахалăхпа сутас тесен, холодильник ĕçлени, продукцие çийĕнчех сивĕтни питĕ кирлĕ. Сĕт йышăнакан çĕрте те урайне тÿрлетсе йĕркелемелле, çак тĕллевпе цемент илсе хунă, гравмасса кÿрсе килессе кĕтетпĕр. Ытти витесенче те урайсене юсасан лайăх пулмалла.
Ĕнесене халĕ люцерна пуссинче кĕтеççĕ, маларах сĕлĕпе пăрçа хутăшĕн уйĕнче пулчĕç. Кÿлĕ патĕнче тапăр тăраççĕ. Хальхи вăхăтра кашни ĕнерен талăкра вăтамран 16,8–16,9 килограмм сĕт суса илетпĕр. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем харпăр хăйĕн вырăнĕнче тăрăшса ĕçлеççĕ. Вĕсене продукци тăрăх тÿлеççĕ. Иртнĕ кунсенче ял ĕçченĕсем утă проценчĕ те илчĕç.
Хăш-пĕр йывăрлăхсем пулсан та, вĕсене çĕнтерсе, малашне те ăнăçлă, ÿсĕмлĕ ĕçлесе пырасчĕ тесе вăй хураççĕ ферма ĕçченĕсем.