23 июля 2010 г.

Пирĕн республикăри пур районта та чрезвычайлă лару-тăру режимне туса хунă. Кĕр калчисем сивĕпе нумай пĕтнипе, шăрăх кунсене пула тăпрари нÿрĕк çирĕм процентран та аяларах аннипе çыхăннă ку. Çакнашкал лару-тăру ял хуçалăхне пысăк сиен кÿрет.
Çавăнпа халь ял хуçалăхĕнче вăй хуракансен выльăхсем валли утă-улăм хатĕрлес енĕпе питĕ тимлĕ пулмалла. Çитĕннĕ курăка хĕвел айĕнче типĕтсе яриччен вăхăтра çулса кушăхтармалла, пухса кĕртмелле. Упраннă кĕр тыррисене, çурхисене те тăккаламасăр çапса илме тăрăшмалла. Ял ĕçченĕсен хастарлăхĕнчен чылай килет выльăхсене хĕл каçарма апат çителĕклĕ хатĕрлесси, вăрлăхлăх тырă пухса кĕртесси. Турă вăй парса тăтăр вĕсене çавнашкал шăрăх кунсенче уй-хирте çанă тавăрса ĕçлеме.
–Хĕл сивĕ тăнипе çĕр улми анисем çинче колорадо нăррисем самаях сахалланчĕç, анчах сиенĕ те пулчĕ, кĕр калчисене чылай пĕтерчĕ. Çулла та савăнтарасшăн мар-ха пире, шăрăх еплерех çунтарать. Тырă пулса çитнĕ, вăхăтра çапса тĕшĕлемелле, унсăрăн типсе тăкăнать. Улăма, утта тирпейлĕ тыткаламалла кăçал. Çĕр улми тухăçĕ те шухăшлаттарать. Паян-ыран çумăр çусан, тен, аванланĕ-ха “иккĕмĕш çăкăр”. Темĕнле çав”, – тесе пăшăрханать АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн ертÿçи В.Ванерке.
Çавнашкал шухăшсемпе Ленин ячĕллĕ ЯХПК уй-хирне çитсе кĕтĕмĕр.
–Тăрмăшсем вырмана икĕ кун каялла тухнă, кĕрхи тулă çапатчĕç вĕсем, – пĕлтерчĕ çÿлерех асăннă пайăн тĕп агрономĕ Н.Краснов.
Пире икĕ комбайн хирĕç пулчĕç. “Тулла çапса пĕтертĕмĕр, халь ыраш ани çине куçатпăр”, – терĕç комбайнерсем. Ленин ячĕллĕ ЯХПК кăçал çĕнĕ комбайн илме вăй çитернĕ иккен, ăна уй-хире кăларса ĕçлеттерсе пăхнă. Малтан “Нива”, “Дон” маркăллă комбайнсене кăларакан “Ростсельмаш” компани халь “Вектор–410” йышшисене хатĕрлет иккен.
Çĕнĕ комбайн вăхăтлăха чарăннипе усă курса унăн кабинине те кĕрсе курма тÿр килчĕ. “Ку чаплă техника рулĕ умне В.Николаев ертÿçĕ хăй ларнăччĕ-ха. Паян таçта каймалла пулчĕ те унăн, мана шанса пачĕç”, – тет В.Дмитриев комбайнер. Владимир Васильевич 20 çул вăй хурать хуçалăхра. Çĕнĕ комбайн кабининчен тухас та килмест, сывлăш уçă, таса унта. Чаплă условисем туса панă иккен механизаторсем валли. Анчах ăна тухăçлă ĕçлеттерес тесен çĕнĕ технологине аван пĕлмелле. Халь вĕренсе тухакан çамрăксем, компьютера лайăх пĕлекенсем комбайн çине ларасшăнах пулманни самаях шухăшлаттарать.
И.Семенов комбайнерпа ăна пулăшакан В.Николаев çаврăм хыççăн çаврăм турĕç çав вăхăтра. “Çĕннине ил те, киввине кăларса ан пăрах”, – тесе ахальтен вĕрентмеççĕ иккен ватăсем. Кăмăллать симĕс тĕслĕ комбайн ав чăваш уй-хирне, кутăнланмасть. Тьху, куç ан ÿктĕр.
–Ытти хуçалăхсен мĕнле-ши тырă тухăçĕ, – пĕлесшĕн Иван Дмитриевич. –Кăçалхи пек шăрăх 40 çул каялла пулнăччĕ пулас. Ун чухне те пуçа усманччĕ, халĕ пушшех та аптăрамастпăр, нумай опыт пухнă унтанпа.
Тепĕр комбайнĕ уя тухайманнине, унăн двигательне юсанине пĕлтĕмĕр.
Тусанлă пит-куçĕсене термосри шывпа çуса тасатса апат çиме вырнаçрĕç арçынсем. Аш-какайлă шÿрпепе техĕмлĕ чей уях илсе тухрĕç автомашинăпа.
Вăтăр çул ытла водительте тăрăшакан О.Ильин вĕçтерсе çитрĕ кĕçех “КамАЗ” автомашинăпа. Çамки çинчи тарне шăлса тухрĕ кабинăран. “Çумăр илсе килмерĕр-и эсир,“ – тесе шÿтлет вăл. “Пĕлĕтлет-ха та паян. Тахçан пулать ĕнтĕ çумăрĕ”, – хуравларăм ăна. А.Андреев водительпе пĕрле турттараççĕ иккен вĕсем тырра.
Ял ĕçченĕсем апат çинĕ хушăра вĕсен кăмăл-туйăмĕ пирки ыйтса пĕлме май килчĕ.
–Çăмăл мар. Анчах эпир ĕçлемесен кам пухса кĕртĕ пулса çитнĕ Тырра. Хăнăхнă ĕнтĕ çĕр ĕçĕнче вăй хурса пурăнма, шăрăхра та, çумăрта та, сивĕре те ĕçлетпĕр. Анчах ватăлса пыратпăр эпир. Çамрăксене ытларах яла хăварма вара лайăхрах условисем кирлĕ, – пĕр-пĕрне пÿлсех калаçаççĕ тăрмăшсем. Ăнăçу сунса сывпуллашрăмăр вырма ĕçченĕсемпе.
Сăн ÿкерчĕкре: Ленин ячĕллĕ ЯХПКри çĕнĕ комбайн уйра.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.