20 июля 2010 г.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерсе ярассипе çыхăннă мероприятисене Элпуç ял поселенийĕ ĕç планĕпе килĕшÿллĕн туса пырать. Паянхи куна 4 ялта 739 хуçалăх шутланать, 1636 çын пурăнать. Çуртсемпе урам ячĕсен аншлагĕсене çĕнетнĕ. Çак ĕçе туса ирттерме вырăнти бюджетран 22 пин те 765 тенкĕ тăкакланă.
Халăх çыравĕччен вăхăт нумай та юлмасть. Информаци кунĕсемпе пухусенче тăтăшах сăмах хускататпăр унăн пĕлтерĕшĕ çинчен. Çырав ирттерес ыйтупа ял поселенийĕнче 5 çын ĕçлет. Вĕсем валли, çырав хучĕсемпе ытти документацие упрама Элпуç ял поселенийĕнче ятарлă пÿлĕм уйăрнă. Çыравпа çыхăннă хатĕрленÿ ĕçĕсем малалла пыраççĕ.