20 июля 2010 г.
Иртнĕ эрне варринче, Тушкил ялĕнчен Тенеяльне тÿртен тухнă çĕрте, пире Тутарăн (16-мĕш регион) “Дон–1500” комбайнĕсем хирĕç пулчĕç. Виççĕнччĕ вĕсем, ахăртнех, пĕр çĕртен тепĕр вырăна куçаççĕ. “Новый путь” ял хуçалăх кооперативĕн кĕрхи ыраш уйĕ çумĕпе пынăран, аякран “Тенеяль хуçалăхĕн комбайнĕсем мар-ши” тесе те шутланăччĕ. Анчах вĕсен “Донсем” çук. Тĕлме-тĕл пулсан, тутарсем иккенне пĕлтĕмĕр. Алăсемпе те саламларăмăр пĕр-пĕрне.
Тенеялĕн тĕш тырă комбайнĕсем вара машина-трактор паркĕн территорийĕнчех ларатчĕç. Юсаса хатĕрлеме пуçăнниех те сисĕнсех каймарĕ вĕсене. Чăн та ку вăхăт тĕлне тытăннах пулĕ ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен комбайнсемсĕр пĕрех тырă çапса илейрес çук. Ырашĕ тенеяльсен нумаях мар тейĕпĕр, анчах çур тыррисем те пур-çке. Шăрăх та типĕ çанталăк тухăçа чакарни куçукĕрет курăнать пулсан та, мĕн çитĕннине пĕрех вăхăтра та тăккаламасăр пухса илмелле. Тунари тырă – кĕлетри мар-çке. Çакна çĕр ĕçлекенсем питĕ лайăх ăнланаççĕ. Тутарсен “Донĕсем” çавăнпа хăпса тухнă та.
Иртнĕ эрнере “Новый путьре” утă хатĕрлессипе малалла ĕçлетчĕç. Ку тĕлĕшпе нимĕнле курăка та тиркесе тăманнине каларĕç бухгалтеринчисем. Александр Егоров трактор кĕреплипе паккусласа панă утта, яланхи пекех, Валерий Андреев рулонсем туса пухать. Техники хăйсен пурри лайăх ĕнтĕ, ыттисенчен тилмĕресси çук. Рулонсене утă картишне турттараççĕ.
Сенаж хатĕрлеймен-ха хуçалăх. “Ăна валли курăк масси çук”, – пăшăрханать кооператив ертÿçи Ю.Д.Александров. Вырма ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материалсем кÿрсе килнине те вăлах каларĕ. Выльăх-чĕрлĕх витисене юсама пуçăнасшăн пулнине те пĕлтĕмĕр.