АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвайсен те тирпейлĕх пирки манмалла мар (Общество)

20 июля 2010 г.

Тăвайсен те тирпейлĕх пирки манмалла мар (Общество)

Чăваш Президенчĕ Н.Федоров та, район пуçлăхĕ Н.Иванов та хамăр пурăнакан тавралăха таса тытассипе тимлĕх тата ытларах уйăрма, тирпей-илем кĕртнĕ вырăнсене çÿп-çаппа хамăрах варалассинчен упранма сĕнеççĕ тăтăшах. Вĕсен хушăвĕсене пурнăçа кĕртес енĕпе пирĕн районта тăрăшса ĕçлеççĕ.
Тăвай – районти чи пысăк ялсенчен пĕри, центр шутланать. 1208 кил хуçалăхра 3788 çын пурăнать. 103 кил хуçалăхĕ хупăннă. Районти ытти ялсемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла тăвайсен, тасалăхпа тирпейлĕх енĕпе çÿллĕрех шайра тăмалла вĕсен.
Тăвай ял поселенине пурĕ 5 ял кĕрет. Вăрманхĕрринче 124 кил хуçалăхра 406 çын пурăнать, 32-шĕ хупăннă. Чÿкçырминче 345 çын, 103 кил хуçалăх шутланать, 25 кил хуçалăх хуçисемсĕр юлнă. 411 çын Çăлпуç ялĕнче пурăнать, 145 кил хуçалăх пур унта, 34-шĕнче вучах сÿннĕ. Вырăс салине халь Тăвай ял поселенине кĕртнĕ, унти 61 кил хуçалăхра 163 çын пурăнать, 17-шĕнче кунсерен электроэнерги çутăлма пăрахнă.
Иртнĕ эрнере Тăвай ял поселенийĕн пуçлăхĕпе А.Ломоносовпа пĕрле асăннă территоринче еплерех лару-тăру пулнипе паллашрăмăр. “Тасалăх çын сывлăхĕ, кăмăл-туйăмĕ çине паха витĕм кÿрет. Çавăнпа тавралăха тивĕçлĕ шайра тытас ыйтăва çÿлтен килсе татса парасса кĕтсе лармалла мар. Хамăрăн ĕçлемелле, – тет Анатолий Павлович. –Май килнĕ таран вăй хуратпăр-ха ку енĕпе. Икĕ ялта чылай пысăк ăпăр-тапăр куписем тасатрăмăр, коммунальнăй хуçалăх транспорт парса тивĕçтерчĕ. Хăйсен кил хуçалăх умĕсене тирпейлĕ тытмалли пирки асăрхаттарсах тăратпăр çынсене. Районта ирттернĕ субботниксене хутшăнса та тасатаççĕ вĕсем çурчĕсен умĕсене. Тăвайри вăтам шкулти “Çамрăк эколог” кружока çÿрекен ачасене ырăпа асăнас килет. Вĕсем çул, юхан шыв хĕррисене, стадионпа спорткомплекса тасатсах тăма тăрăшаççĕ. Шел пулин те урам илемĕ çине пÿрне витĕр пăхакансем çук мар. Çитменлĕхсем пирĕн сахал мар-ха”.
Тăвайри Ленин проспектĕнчи нумай хваттерлĕ хăш-пĕр çуртсен çывăхĕсенче тĕрлĕ курăк пĕчĕк ача кĕрсе пытанмалăх та пулнă. Вĕсене çулса пăрахма никамăн та алă çитмест. Ленин урамĕнче пурăнакансенчен ытларахăшĕ харпăр хăй çурчĕсем умне тасатса тăма тăрăшать. Теприсен строительство материалĕсем купаланса выртаççĕ. Çуллахи вăхăтра хуралтăсене çĕнетес енĕпе пикенсех ĕçлеççĕ район центрĕн çыннисем. Картисене сăрлакансем, çурт тăррисене çĕнĕрен витекенсем пур. Юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн кил хуçалăх умне тирпейлеме манмалла мар кăна ĕнтĕ. Урам ячĕсене, çурт номерĕсене çырнă вывескăсене вăхăтлăха илнĕ хыççăн тепĕр хут хăй вырăнне çакса хумалла. Иртен-çÿрен савăнса сăнатăр Тăвай урамĕсене. Çук çав, пур çĕрте те тирпейлĕх пирки шухăшламаççĕ иккен, хăш-пĕр çуртсен умĕсем кăмăла пăсаççĕ. Акă, 143-мĕш çурт чÿречисене вĕлтрен ÿссе хупласа хунă, тесен те йăнăш мар. Хуçасăр мар иккен ку хуралтăсем, анчах аллине çава тытма вăхăт тупайман темшĕн. 129-мĕш çуртшăн ответлисем те урама çÿлтен килсе тасатса парасса кĕтеççĕ пулас.
Вăрманхĕрринчи Ленин урамĕнчи 36-мĕш кил хуçалăх çывăхĕнчи кивĕ çурта пăснă хыççăн юлнă строительство материалĕсем хăçантанпа çĕрсе выртаççĕ-ши. Хальхи шăрăх кунсенче пĕри сÿнмен шăрпăк е пирус тĕпĕ пăрахсан мĕн курса тăрăпăр. ”Хĕрлĕ автан” кивĕ хăма-пĕрене купи çинче кăна мар, çĕнĕ çуртра та ташлама пултарать-çке. Çÿлерех асăннă тата ытти ялсенчи çавнашкал тĕслĕхсене вăраха ямасăр пĕтересчĕ.
–Вырăс салинчи пушарпа кĕрешнĕ чухне шыв илмелли пичкесене тултармалла-ха паян тата. Çурт умĕсем, урамсем таса пулни вут-кăвар хăрушлăхне чакарнине те асра тытасчĕ çынсен. Питĕ тимлĕ пулмалла пурин те ку енĕпе, кил хуçалăхсенче шыв ытларах хатĕрлеме тăрăшмалла, – шухăшне пĕлтерет А.Ломоносов.
 
Сăн ÿкерчĕкре: ашкăрать вĕлтрен.
Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика