АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăннă пулсан, 70 тултаратчĕ (Культура)

16 июля 2010 г.

Çак кунсенче пирĕн ентеш, паллă сăвăç тата прозаик Вениамин Петрович Тимаков çуралнăранпа 70 çул тултарчĕ.
Вениамин Тимаков Сăхăтпуç ялĕнче 1940 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Вăтам шкул хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă, аспирантура хыççăн филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕн диссертацине хÿтĕленĕ. Пĕр вăхăт Шăхаль шкулĕнче вĕрентнĕ, “Пионер сасси” хаçатпа “Хатĕр пул” тата “Тăван Атăл” журналсен редакцийĕсенче, Чăваш АССР наукăпа тĕпчев институтĕнче, Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта, Писательсен союзĕнче литконсультантра ĕçленĕ.
Сăвăç чунĕ унра ачаранах, ялти шкулта вĕреннĕ чухнех, вăраннă. Çулсем иртнĕçем пултарулăхĕ те ÿссех пынă. Вăл пысăкрах калăпăшлă произведенисем çырма тытăннă. Тăван хаçатăмăра вулакансем унăн “Юмансар”, “Упасарри”, “Араэль тăрăхĕнче” поэмисене астума кирлĕ. Унăн чылай произведенийĕ хамăр районта тухса тăракан “Ял ĕçченĕ” хаçатра пичетленнĕ. Вениамин Петровичăн ĕçченлĕхне, ырă кăмăлне ниепле те манаймăн. Çитмĕлмĕш–сакăрвуннăмĕш çулсенче эпĕ унăн ĕçченлĕхне пыл хурчĕннипе танлаштараттăм. Васкамасăр, тĕплĕн калăплатчĕ вăл хăйĕн япалисене. пурнăç философийĕ пурччĕ вĕсенче. Ыттисене, уйрăмах çырас сĕмлĕ çамрăксене, нумай пулăшатчĕ, вулакансен конференцийĕсене, ĕç ялкорсен тĕл пулăвĕсене хастар хутшăнатчĕ. Сăвă çыракансене пулăшма вăл “Сăмах илемне туйсан...” кĕнеке (1980 ç.) пичетлесе кăларчĕ. Кĕнекесем унăн чылай тухнă, çав шутра прозăпа та. Калăпăр, “Хула хĕрринчи ыраш” кĕнекене (1994 ç.) çав ятлă тата “Çĕнçырма йăмрисем”, “Аттемĕрсен сăваплă çĕрĕ” повеçсемпе “Кĕтне кăлканĕ”, “Матĕрне инке мулĕ”, “Мăянсăр çăкăр” калавсем кĕнĕ. “Кĕтне кăлканĕ” калава вăл каярах повесть туса çитерчĕ. “Юмансар” поэмине Мускаври “Современник” издательство вырăсла та кăларнăччĕ. В.П.Тимаков 1976 çултанпа Чăваш Писателĕсен союзĕн членĕ. Ĕçри пултарулăхĕшĕн ăна 1993 çулта ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ят панă.
Вениамин Петровичăн çуралнă кунне халалласа районти тĕп библиотекăра “Пултарулăх каçалăкĕ” кĕнеке выставки йĕркелерĕç. Унта çыравçăн “Пурнăç тĕсĕсем”, “Туссемпе тĕл пулни”, “Юмансар”, “Упасарри” тата ытти кĕнекисене кĕртнĕ. Шел, паян кун та пурăнмалли çыннăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлчĕ, вăл 2002 çулта çĕре кĕчĕ. Унăн çутă сăнарĕ яланах пирĕн чĕресенче упранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика