16 июля 2010 г.

Иртнĕ эрнере эпир – 20 çын – ветерансен районти канашĕн председателĕ Р.Гурина ертсе пынипе Шупашкарта экскурсире пултăмăр. Хула курса çÿресси “Акконд” кондитер фабрикинчен пуçланчĕ. Унта пире ăшшăн та тараватлăн кĕтсе илчĕç. Пирваях цехсем тăрăх кăтартса çÿрерĕç. Унтан пире хăтлă залра хамăр ентеш, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, фабрикăн генеральнăй директорĕ В. Иванов йышăнчĕ, фабрика ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Кунта халĕ талăкне 180–200 тонна продукци туса кăлараççĕ. Çав продукци хамăр çĕр-шывра кăна мар, ют çĕр-шывсенче те сутăнать. Çав шутра Америкăна та уйăхне 2 контейнер ăсатаççĕ. Фабрика 3 сменăпа ĕçлет. Рабочисен уйăхри вăтам ĕç укçи 15–16 пин тенкĕне ларать.
Эпĕ кунта иккĕмĕш хут пултăм та, çавăнпа, тен, фабрика ĕçĕ-хĕлĕ пирки ытларах пĕлетĕп. Пĕлтĕр Германирен кÿрсе килнĕ конвейер линине кăçал вырнаçтарса хута янă, терĕç. Фабрикăри ĕçсене йăлтах автоматизациленĕ, пур çĕрте те ку чухнехи технологи линийĕсем. Çавăнпа ĕç тухăçлăхĕ те пысăк. Çавăн пек пысăк коллектива (унта 1500 çынран кая мар ĕçлет) ăнăçлă ертсе пыма çăмăл мар паллах. Ăнăçу та тÿрех килмен, Валерий Николаевич ĕçе пуçăннă вăхăтра хальхи пек хăватсем пулман. 23 çул ĕнтĕ çав йывăр тиеве туртать пирĕн ентеш. Чи пахи – вăл йывăрлăхсенче пуçа усманни, вĕçĕм шыравра пулни, производствăшăн çунни.
Валерий Иванов 8 класс пĕтерсен Шупашкарти энергетика техникумне вĕренме кĕнĕ. Çар служби хыççăн икĕ çул Пермьри трамвайпа троллейбус управленийĕнче электромонтерта тăрăшнă. Шупашкара таврăнсан кондитер тата макарон изделийĕсем кăларакан комбината инженер-электрике вырнаçать, производствăран уйрăлмасăр политехника институтĕнче вĕренсе диплом илет. 1987 çулта ăна кондитер фабрикин генеральнăй директорне суйлаççĕ. Çавăнтанпа пĕр улшăнмасăр вăл коллектив пуçĕнче тăрать. “Акконд” рынок условийĕсенче те çухалса каймарĕ. Пĕр вăхăт производство 50 процент таран чакнă самант та пулнă, анчах коллектив, малаллах аталанса пынă. Ертÿçĕ специалистсемпе пĕрле опытпа паллашма, çĕнĕ йышши технологи оборудованийĕсем туянма (вĕсемсĕр конкуренци саманинче шăтарса тухаймастăн) тĕрлĕ çĕр-шывсене çитсе курнă.
Тăрăшни сая кайман. Паян “Акконд” рынок тĕнчинче шанчăклăн ишет, эпир вăл ертсе пыракан коллектив ăнăçлăхĕшĕн чăннипех савăнма пултаратпăр. Хамăр район экономикине аталантарас ĕçре те пулăшать ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ. Вăл тăрăшнипех районта “Акконд–агро фирма” общество йĕркеленчĕ, ĕне выльăх ĕрчетекен комплекс çĕкленсе ларчĕ, халĕ унăн иккĕмĕш черетне тăваççĕ, кăçал хута ярасшăн. Валерий Николаевич каланă тăрăх, производствăна тупăшлă ĕçлеттерес тесен, сĕт туса илни кăна çителĕксĕр, ăна вырăнта ĕçлесе хатĕрлесе, тĕрлĕ продукци туса кăларса магазин сентри çине çитермелле. Ку енĕпе Тăвайра пушă ларакан производство пÿлĕмĕсем тупма пулать. Вĕсенче çĕнĕ производствăсем йĕркелесшĕн те ку чухнехи ертÿçĕ.
Тем пек вăхăчĕ çук пулсан та, Валерий Николаевич пирĕнпе чылайччен шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕ. Калаçнă хушăрах “Аккондăн” кучченеçĕсемпе тутлă чей ĕçрĕмĕр. Унтан пире фабрика столовăйне илсе кайса апатлантарчĕç. Апачĕ паха, тутлă. Унта та сĕтел çинче тĕрлĕ йышши канфет-печени ирĕкех пулчĕ. Пĕр сăмахпа, çав тери килĕшрĕ пире “Аккондра”.
Унтан эпир кондитерсемпе сыв пуллашса залив хĕрринче, Амăшĕн монуменчĕ умĕнче пултăмăр. Музейсене кĕрсе тухакансем те пулчĕç. Çапла ирхине ирех Шупашкара тухса кайнăскерсем, эпир хула курса çÿресе каç пулттипе тин Тăвайне каялла çаврăнса çитрĕмĕр. Каялла таврăннă чух çула май сулахаялла пăрăнтăмăр та пĕр ял çывăхне пырса тухрăмăр. Унта сăрт айĕнчен çăлкуç тапса тăрать. Унăн шывĕ валакпа юхса айлăмра ларакан часавая кĕрет. Юнашарах – кÿлĕ. Пысăк пулăсемех шыв çийĕн курăнаççĕ, анчах тытма юрамасть, хаклă йышшисем терĕç. Часавай, йывăçран пураласа тунăскер, икĕ пÿлĕмрен тăрать. Пĕр пÿлĕмĕнче хĕрарăмсем, тепринче арçынсем шыва кĕчĕç. Шыв сулхăнĕ чуна та, кĕлеткене те уçăлтарсах ячĕ.
Питĕ кăмăллă юлтăмăр Шупашкара кайса килнипе. Тавах ветерансемшĕн тăрăшакан ырă çынсене.
Сăн ÿкерчĕкре: экскурсие хутшăннă ветерансем çут çанталăк ытамĕнче.
Л.ГУРИНА сăн ÿкерчĕкĕ.