АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Типпе çĕнтерме тăрăшса (Сельское хозяйство)

16 июля 2010 г.

Типĕ çанталăк никамшăн та, нимĕншĕн те кăмăллă пулăм мар. Тушкиле кайнă май, Улянкă ялне пырса кĕнĕ çĕрти çырма хăяккăнĕ нÿрĕк çитменнипе еплерех типсе сарăхни куçа тÿрех курăнчĕ. Хăяккăнта çеç мар, улăх-çаранта та сарăхать курăк, уйсен илĕртÿлĕхне, вăйне чакарать, типĕпе çĕр те çуркаланать. Хĕллехи шартлама сивĕсем кĕр тыррисен пысăк пайне пĕтерни çитмерĕ, çуллахи шăрăх çанталăк та тырра-пулла, курăксене ярăнса ÿсме памарĕ, вĕсен тухăçне хуçса хăварчĕ, нÿрĕксĕр антăхтарать.
Ял çыннисем, паллах, типĕ çанталăкпа харсăррăн кĕрешеççĕ. Çакна “Шимкусский” хуçалăх ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕ те лайăх кăтартса парать. 345 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 203 сăвакан ĕне усраççĕ асăннă ял хуçалăх кооперативĕн ферминче. Паллă ĕнтĕ, хĕл хырăмĕ çуллахи ĕçпе тулать. Çавăнпа тушкилсемпе ямпулатсем паян кун та пикенсех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ: сенаж малалла хываççĕ, тĕрлĕ курăксем çулса утă рулонĕсем тăваççĕ. Ку вăхăт тĕлне икĕ пысăк траншея сенаж пур вĕсен, урасенче 203 тонна рулонланă утă упранать. Г.Н.Петров зоотехник-ферма заведующийĕ те, ыттисем те сенаж хĕл каçмалăх çитсе пынине асăнчĕç, анчах хуçалăхра ăна малалла хывас ĕмĕт те сÿнмен. Сенажлăх массăна турттарнă çĕрте Т-150 тракторсемпе Владимир Алексеевпа Виталий Трофимов, ГАЗ–53 машинăпа Николай Павлов палăрса тăнине каларĕç. Владимир Маргушовпа Юрий Дубровин та турттарнă. Сенажлăх массăна таптаса пусăрăнтараканĕсем – Андрей Ярдыковпа Эдуард Владимиров. Вĕсем иккĕшĕ те ДТ–75 тракторсемпе, пĕри бульдозер çĕççине те çакнă.
Паллах, утă хатĕрлесси те, сенаж хывасси те малтан курăкне çулмасăр пулмасть. Ку тĕлĕшпе хуçалăхра КПС–5Г косилка та, Е–282 комбайн та, роторлă косилка та пур. Вĕсемпе хальхи вăхăтра Александр Дубровин, Александр Ложков, Олег Тимофеев ĕçлеççĕ. КПС–5Г сарлака илет, хăвăрт ÿсĕнет. ГВК–6 кĕреплепе курăка Петр Ложков пуçтарать, паккуссем тăвать. Утта рулонлаканни халичченхи пекех Николай Константинов пулнине каларĕ А.Г.Моряков тĕп инженер. Вăл ĕçлекен уя хамăр та çитсе куртăмăр. Рулонсем иртнĕ çулхинчен сайрарах выртса юлаççĕ пулсан та, хушăнсах пыраççĕ. “Пĕлтĕр пурĕ 600 тонна ытла хатĕрленĕ пулнă, ĕнесем хĕл каçа утă çинĕ”, – пĕлтерчĕ Г.Н.Петров. Кăçал, типĕ çанталăка пула, рулонсен хисепĕ хальлĕхе, чăн та, сахалрах, анчах утă хатĕрлесси вĕçленмен вĕт-ха. Рулонсен хисепĕ хушăнсах пырать. Сергей Михайлов прицеплă КамАЗпах турттарать вĕсене уйран. Вăл Çăлпуç çынни. Ытти çĕртен те ĕçлекенсем пур Тушкилте. Рулонсене Николай Яковлев КУН–10 йĕппипе тире-тире тиесе тăрать. Владимир Ахиллепе Сергей Владимиров майлаштарса пулăшаççĕ. Фермăра рулонсене Николай Георгиев каллех çавнашкал КУН–10 йĕппипе пушатса ура тăвать. Икĕ ура çурă пулнă паянхи куна. Сăмах майăн асăнсан, Н.Георгиев хĕлле те фермăрах ĕçлет, механизмсене ĕçлеттерет.
Тушкил улăхĕнчи курăка та утăлăх çулса илессе шанаççĕ. Чăн та, начартарах, теççĕ. Анчах ăна çулса илсе хранилищĕне хума çав-çавах ĕмĕтленеççĕ. Кăçал тушкилсем выльăх апачлĕх мĕн май килнĕ çавăнпа усă курма тăрăшни сисĕнет.
Фермăра вара хальхи вăхăтра юсав пуçланнă. Айккинчен килнĕ ăстасем ĕçлеççĕ, шыв пăрăхĕсене майлаштараççĕ, алăксене ăшăтса, лайăхлатса тăваççĕ тата ытти те.
Ĕнесем çулла, паллă ĕнтĕ, кĕтÿре. Вĕсене витерех сăваççĕ, сăвас умĕн симĕс масса, виçшер кило çăнăх параççĕ, çĕр каçма навес айне кăлараççĕ. Хальхи вăхăтра ĕнесем, Г.Н.Петров зоотехник-ферма заведующийĕ шутласа панă тăрăх, талăкра кашни 12,3-шер килограмм сĕт антараççĕ. Хуçалăх халăхран сĕт сутăн илнине те шутласа куллен сахал мар паха продукци сутать “Шимкусский” ял хуçалăх кооперативĕ. Тушкилсем ĕнесен йышне те, вĕсенчен продукци илессине те ÿстерсе пырас шухăш-кăмăллă. Тĕрĕс тăваççĕ, ăслă ертÿçĕсем тупăш паракан выльăхсене пĕтерме тăрăшмаççĕ, вĕсен йышне ÿстерсе пыма вăй хураççĕ.
Кооператив ертÿçи Ю.А.Алексеев çак кунсенче кĕр тыррисене çапса илме пуçăнас пирки те сăмах хускатнине каларĕç уйра ĕçлекенсем. Апла пулсан, ĕç фрончĕ тата сарăлать. Кĕçех йĕтемсене çĕнĕ тырă кĕме тытăнĕ. Мĕнле пулĕ тырă тухăçĕ – çапса илсен курăнĕ. Чи кирли – вăхăтра пĕтĕмпех пухса илесси, типтерлесе хатĕрлесси. Пур тырăпа хуçалăх хăех пĕлсе усă курĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика