13 июля 2010 г.
Çут çанталăкăн мĕнле кăна ырлăхĕпе тата пуянлăхĕпе усă курса, савăнса пурăнмастпăр-ши! Анчах, шел пулин те, çакна хăшĕ-пĕри ăнланма та, хаклама та тăрăшмасть пулас. Çавăнпах ĕнтĕ çав ырлăх-пурлăха упраса, хушса пырас вырăнне сăтăр тăвакансем çук мар-ха. Паян пурăнса пултăр теççĕ пулас ун пеккисем. Çапах та васкар мар-ха, тăван çут çанталăкăн куçпа курса тăранайми илемĕпе пуянлăхĕ çинчен ырă шухăш-кăмăлпа пуç йĕри тавра тарăннăн шухăшласа пăхар. Инçете сарăлса выртакан улăх-çаранпа вăрмансем, юхан-шывсемпе кÿлĕсем, хамăра ÿстернĕ тăван кĕтес – çаксем вĕсем пурте çут çанталăк пире ырă курса пурăнма парнеленĕ пуянлăх. Ăна пирĕн куç шăрçине сыхланă пек упраса пурăнмалла, унпа таса та ырă шухăш-кăмăллă пулма тăрăшмалла. Çĕр çинче ырă çынсем ытларах пулсан, ырри начаррине, тискеррине çĕнтерсе пырсан, çут тĕнче тата илĕртÿллĕрех пулма кирлĕ.
Анчах çанталăк та тĕрлĕрен пулать: е çумăр лÿшкет, е сивĕтет, е чылай хушă шăрăхпа аптăратать, типпе хăварса, çĕре çуркаласа пĕтерет, ÿсен-тăрансене вăхăтсăрах сарăхтарать. Юлашки çулсенче çынсем те, çут çанталăк та улшăнчĕç пулас. Хамăр та пурнăçа атте-анне пек ăнланса, хакласа аталантарса пыма пултараймастпăр курăнать. Çынсен чунсăрлăхне пула тăван тавралăх та малтанхи илемне çухатса пынăн туйăнать. Самана ĕçлеме мантарса пынăран халĕ чылайăшне нимĕн те кирлĕ мар тейĕн. Иртнĕ вăхăтра тухăçлă тыр-пул акса туса илнĕ хăш-пĕр пулăхлă çĕрсем çинче паян кун хытхура та мăян-пиçен хуçаланать. Колхозсем аталанса вăй илсе пынă вăхăтсенче уйри юпа таврашĕсене те акмасăр хăварман. Ана çинче те шырлăксем юлман. Халĕ вара вуншар та, çĕршер гектар акмалли çĕрсем хуçасăр пулса тухрĕç. Никама та нимĕн чухлĕ те интереслентермест тейĕн вĕсен шăпи. Интереслентерсен те, вăхăтра кăпкалатса акса тума вăй çитереймеççĕ.
Юлашки вăхăтра кÿлĕсемпе çăлкуçсене юсаса пăхса тăрас пирки те “манатпăр”. Халĕ ялсенче халăх усă куракан шыв пахалăхне те унчченхи пек тăтăш тĕрĕслесех каймаççĕ пулас. Чылай çĕрте ĕçмелли шыв илекен вырăнсенче тасамарлăх хуçаланать. Шыв пăрăхĕсем те хăйсен срокне ĕçлесе ирттернипе юрăхсăра тухаççĕ, шыв колонкисем те час-часах юсавсăр пулнипе хĕлĕн-çăвĕн шыв юхтараççĕ е вĕсенчен пачах та шыв кĕтсе илейместĕн. Çĕнĕ колонкăсем питех те хаклă – 14–16 пин тенкĕ. Вырăнти ял поселенийĕ ăна илме укçа çитереймест – пĕр колонка çеç кирлĕ мар-çке! Ялсене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелли ĕç вăраха тăсăлса пырать. Хальлĕхе асăннă программăпа районти икĕ-виçĕ ялта çеç шыв туса панă. Ырришĕн, паллах, савăнмалла-ха, анчах çав пархатарлă ĕçе малалла тăсмалла.
Ĕлĕк пурнăç ансатах пулман пулсан та, юхан шывсене кашни çулах пĕвелесе тăнă, каярах гидротехника сооруженийĕсем те нумай тунă. Пĕвесенче çамрăксем шыва кĕрсе савăннă, вĕсенче пулăсем ĕрченĕ, шăрăх çанталăкра кĕтÿсем шыв хĕрринче тапăр тăнă. Ятарлă агрегатсем вырнаçтарса пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем улăх-çарансенчи курăка, хăш-пĕр ял хуçалăх культурисене вăй илсе ÿсме искусственнăй çумăр çутарнă.
Тăвай ялĕ витĕр Тăм, Эль шывĕсем юхса выртаççĕ. Анчах çамрăксене шыва кĕмелли ятарлă вырăнсем те курăнмаççĕ. Çăлпуç ялĕпе юнашар та Эль шывĕ усăсăр юхса иртет. Ялта тăватă кÿлĕ, анчах вĕсем те тасатманран япăхлансах пыраççĕ. Çав вăхăтрах ялта вут-кăвар тухас пулсан, пушар машинипе пырса шыв тултарма та майлă вырăн çук темелле. Ун пек хăрушă япалана никамăн та курмалла ан пултăр-ха та, çапах та сыхлакана Турă та сыхланă теççĕ. Юлашки вăхăтра ялсенче кил-çурт таврашĕнче пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе тимлесе каткапа е пичекепе шыв тыткансем те сахал.
Вăрмансене те пулăшу кирлĕ. Ĕлĕк чăтлăх пулнă вăрмансем те çаралса юхăнса пыраççĕ. Вăрçă çулĕсенчи шартлама сивĕ çанталăкра та хăрман çĕршер çулхи патвар юмансем те хăраççĕ. Юлашки çулсенче вăрмансене те кирлĕ пек пăхса тăрайманни сисĕнет. Йывăçсем лартса ÿстерессипе те çине тăрса ĕçлени кирлĕ, лартнă йывăçсене пăхса-тирпейлесе тăмалла. Юхан шывсем хĕрринчи йывăçсене каснипе те çĕр айĕнчи шыв тарма е типме пултарать. Шăрăх та уяр çанталăксенче çăлсемпе тарасасем вăйсăрланса юлаççĕ, кăçал та çав хăрушлăх пур. Хăш-пĕр пĕвесемпе кÿлĕсенче, юхан шывсенче халех шыв чакни палăрать. Шăрăх çанталăкра кивĕ курăксене çунтарни те чылай хăрушлăх кăларса тăратать. Вăл хăвăрт çунса сарăлать, вăрмансемпе вĕсен тăрăхĕсене ярса илме, çывăхри ялсемпе кил-çуртсем çине сиксе ÿкме пултарать. Кăçал Çăлпуç ялĕ таврашĕнче те чунсăр çынсем тăват-пилĕк çĕрте кивĕ курăксене чĕртсе çунтарчĕç. Юрать-ха, халăх вăхăтра хутшăннипе тата пушар машинисене вăхăтра чĕнсе илнипе инкек тавраш пăрăнса иртрĕ.
Хăшĕ-пĕрисем хĕвел хытă хĕртме пуçласан сулхăна е шыв патне туртăнаççĕ, теприсем вăрмана шашлăк пĕçерме кайма, эрех-сăра ĕçсе “культурăллă” канма кăмăллаççĕ. Анчах вĕсем хыççăн çав вырăнта мĕн кăна выртса юлмасть пулĕ. Вăрманта сăлтавсăрах кăвайт чĕртме юратакансем те сахал мар, анчах ĕçсе ÿсĕрĕлеççĕ те, сÿнтермесĕрех пăрахса хăвараççĕ. Эрехе пула çут çанталăк мĕн чухлĕ сăтăр курмасть-ши. Юрать-ха, халĕ район территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăру режимне туса хурса, вăрмансене ирĕклĕ кĕрсе çÿреме чараççĕ. Атту, вăйăран вăкăр тухма пултарать.