13 июля 2010 г.
Извеç – çĕр йÿçĕклĕхне пĕтермелли эмел. Çак эмеле хамăр “Сельхозхими” уçă акционерлă общество карьерĕнчех чылайранпа кăларса хатĕрлетпĕр ĕнтĕ. Çăва тухсан кăçал та пуçăннă ку ĕçе. Карьерти ĕçсене Геннадий Александрович Федоров йĕркелесе пырать, унти бригада лайăх ĕçлет. Паллах, общество директорĕ Владимир Алексеевич Михайлов та кирлĕ чухне яланах тивĕçлĕ пулăшу парать извеç кăларса, авăртса хатĕрлекенсене. Михаил Филиппович Андреев тĕп инженер та пулсах тăрать унта, паха кăтартусем парать. Унăн кунти ĕçпе ятарлă удостоверени те пур. Извеç чулĕсене икĕ дробилкăпа авăртса хатĕрлеççĕ. Экскаваторсемпе Александр Ивановпа Игорь Филиппов ĕçлеççĕ. Николай Яковлев водитель МАЗ автомашинăпа карьер извеçне турттарса тăрать. Владислав Никитин газоэлектросварщикпе Виталий Тимофеев электрик хăйсен тĕп тивĕçне пурнăçланисĕр пуçне, ытти ĕçсенчен те пăрăнмаççĕ.
Хальхи вăхăтра “Шимкусский” ял хуçалăх кооперативĕн уйне, 69 гектар çине, извеç çăнăхĕ турттарса сапаççĕ “Сельхозхими” общество механизаторĕсем. Пурĕ 400 тонна извеç турттарса кăлармалла. Извеç çăнăхне Владимир Чумышев, Анатолий Дмитриев тата Виталий Васильев МТЗ-82 тракторсемпе тата МВУ–5 хатĕрсемпе турттарса сапаççĕ. Вĕсен çĕр пулăхне лайăхлатас тĕлĕшпе опыт пысăк, çак ĕçре нумайранпа вăй хураççĕ.
Тушкил уйĕнче ĕçленисĕр пуçне, “Акконд–агро фирма” общество уйне извеçпе хлорлă кали, “Луч” ЯХПК уйне хлорлă кали кăларса хывмалла. Асăннă ĕçсене уйсем хатĕр пулсанах пуçăнĕç.
Ытти ĕçсенчен те пăрăнмаççĕ “Сельхозхими” ĕçченĕсем. Унччентерех çырнăччĕ-ха, вĕсем Вăрманхĕрри ялĕнчи Ключевая урамра çырма урлă кĕпер хыврĕç. Халĕ Чкалов урамĕнче пурăнакансене пулăшрĕç. Николай Яковлев водитель карьертан вак чул турттарса пачĕ унти кĕпер таврашне йĕркелесе тикĕслеме. Тавралăх сăн-сăпатне çĕнетме пулăшассине те хăйсен уйрăлми ĕçĕ вырăннех хураççĕ “Сельхозхими” общество ĕçченĕсем.