АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алкоголизм ан аталантăр (Здравоохранение)

13 июля 2010 г.

“Миçе черкке ĕçрĕн, анчах ÿсĕрĕлни палăрмасть санăн”, – мухтаççĕ хăш-пĕрисем эрехе хăвăрт парăнман çынна. “Манăн сывлăх çирĕп”, – тесе пуçне каçăртать вара лешĕ. Анчах ку шухăш тĕрĕс мар. Хăвăрт ÿсĕрĕлменни шăпах алкоголизм чирĕ пуçланнинчен килет.
Эрехçĕшĕн вара пĕр черкке е кĕленче ĕçетĕн, пĕрех. Унăн кăмăл çирĕплĕхĕ питĕ начар. Вăл аллине черкке еннелле тăсма хăй тĕллĕн пăрахаймасть.
Уяв кĕрекинче çакна сăнама пулать, çынсем эрех ĕçнĕ хыççăн хăйсене йĕркесĕр тытма пуçлаççĕ.
Алкогольлĕ шĕвек вĕсене самаях витĕм кÿни тÿрех сисĕнет. “Эсир черккепе туслă-и,“ – тесе ыйтсан вара, “Çук”, – хуравлама васкаççĕ кĕрекерисем. Пĕр хут эрех ĕçнĕ хыççăн та вĕсем тепĕр кунне самаях “чирлеççĕ”. Пуçĕ ыратать уявра пулнисен, куçĕсем шыçăнса каяççĕ. Çапла организмĕ вĕсен самаях наркăмăшланать эрехпе.
Ĕçкĕçĕ вара хăйĕн çуралнă кунне çулталăкра виçĕ хутчен паллă тăвать. Хăçан, ăçта, мĕн чухлĕ вăхăт хушши ĕçни те шухăшлаттармасть ăна.
Çапла вара çынсем уява паллă туса ĕçеççĕ е хăйсене хăвăртрах ÿсĕртес тесе. Иккĕшĕнче те алкогольлĕ шĕвек организма сиен кÿрет. Çавăнпа ытларах чухне эрех ĕçессинчен пăрăнма тăрăшмалла. Ку алкоголизм аталанса пырассине чакарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика