АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пул, лагерь, тепĕр çулччен! (Образование, занятость)

13 июля 2010 г.

Сывă пул, лагерь, тепĕр çулччен! (Образование, занятость)

Сисмерĕмĕр те, лагерьти 21 кун выляса-кулса, юрласа-ташласа иртсе те кайрĕ. Виçĕ лагерь ĕçлерĕ Тăрмăшри вăтам шкул çумĕнче: кĕçĕн классенче вĕренекенсен “Хĕвел”, вăтам классен – “Непоседы”, профильлĕ лагерĕн вара “Юные спортсмены” ятлă пулчĕç. Пурĕ 61 ача канчĕ, вăй-хал пухрĕ. Пирĕнпе пĕрле яланах ăшă кăмăллă та сăпай воспитательсем пулчĕç: З.А.Андреева, Л.Н.Чернова, З.Н.Григорьева, Н.В.Разина, А.Н.Сергеева, В.И.Афанасьев. Вĕсем пире тĕрлĕрен вăйăсем выляттарчĕç, конкурссемпе викторинăсем ирттерчĕç, спорт ăмăртăвĕсем йĕркелерĕç. Апат-çимĕçпе туллин тивĕçтерессишĕн нумай тăрăшрĕç Е.Н.Матросова, Е.М.Николаева, Н.В.Москвина лагерь ертÿçисем. Л.В.Иванова, Н.А.Андреева поварсем тутлă апат-çимĕç пĕçерсе çитерчĕç. Шкул директорĕ М.М.Андреев яланах пулăшса пычĕ.
 
Сăн ÿкерчĕкре: походра ывăннă хыççăн уçă сывлăшра канма та аван.
Л.МАТРОСОВА сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика