13 июля 2010 г.
Çăва тухсан Енĕш Нăрвашри çĕнĕ Московская урама ку чухнехи пурнăç ыйтнă пек йĕркелес ĕçсем пуçланнă. Паянхи кун тĕлне кунта “Дорстрой” общество ĕçченĕсем 650 метр тăршшĕ асфальтлă çул сарчĕç. Асфальтне Çĕрпÿ районĕнчи Михайловкăран турттарнă. Асфальтоукладчикпех сарнă çула. Унпа Владимир Иликов тăрăшнă. Пĕрлех 3 хĕрарăм пулăшнă. Вĕсем пурте – Шупашкартан. Катоксемпе якатса тикĕслекенĕсем Владислав Петровпа Андрей Игнатьев.
Халĕ асăннă урамра энергетиксем ĕçлеççĕ. Вĕсем электричество юписене малалла çул сармашкăн лартса йĕркелеççĕ, пралуксем караççĕ, килсене электричество çитереççĕ. Энергетиксем асăннă ĕçсене вĕçлесен çул çинчи ĕçсем малалла тăсăлĕç. “Дорстрой” ĕçченĕсем çул айккисене йĕркелесе çитерессипе тăрăшĕç малалли кунсенче.